Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: «Чӑваш пичетне» 90 пин тенкӗлех штрафланӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 05.02.2018 16:49 | 934 хут пӑхнӑ
Республикӑра

«Чӑваш пичетне» пируспа сутӑ тунӑ май Шупашкарти виҫӗ киоскра саккуна пӑснӑшӑн 90 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кун пирки «Ман хула Шупашкар» (выр. «Мой город Чебоксары») портал пӗлтерет.

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланипе килӗшӳллӗн, Шупашкар хулинчи Кадыков урамӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш пичечӗ» павильонра пируса сентре ҫине кӑларса хурсах сутнӑ. Саккунпа пӑхсан, ун пек хӑтланма вуҫех юрамасть. Унсӑр пуҫне асӑннӑ павильонра пируссен хут ҫине ҫырнӑ списокӗ те пулман.

Ку кӑна та мар, Мир проспектӗнчи тата И. Франко урамӗнчи киосксенче тапак сутма юраман ҫӗртех ӑна сутлӑха кӑларнӑ. Ҫак сӑлтавсене шута илсе «Чӑваш пичечӗ» акционерсен хупӑ пӗрлӗхӗ ҫине пысӑк штраф хума йышӑннӑ.

#Чӑвашпичет, #Шупашкар, #киосксем, #штрафсем, #суту-илӳ, #саккунсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӗрле эрех сутакансене явап тыттараҫҫӗ
2017, 08, 27
200 ытла кӗленче суя эрех туртса илнӗ
2018, 01, 21
«Салам» лавккана хупса хунӑ
2018, 01, 23
Суйлавҫӑсемпе кино ҫурчӗ умӗнче курнӑҫӗҫ
2018, 01, 28
Шаурма сутакан киоска саккунсӑр вырнаҫтарнӑ
2018, 02, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org