Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Культура керменӗнчи «Хӗллехи Акатуй»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 05.02.2018 17:42 | 2349 хут пӑхнӑ
Культура

Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче фольклор уявӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем ӑна хӗллехи Акатуй тесе хакланӑ. Уявра «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» регионсем хушшинчи радиоконкурса пӗтӗмлетнӗ.

Чӑваш Республикин тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсемпе пӗрле Ӗренпур, Тутар, Пушкӑрт тӑрӑхӗсенчи чӑвашсем куракансене илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе, илӗртӳллӗ ташӑ-ҫемӗпе килентернӗ.

«Епле ӗлккен курӑнаҫҫӗ тухья-хушпуллӑ пикесемпе арӑмсем. Чӑваш тӗрри-эрешӗ аякранах куҫа илӗртет, ҫепӗҫ юрри чуна тыткӑнлать, кӑмӑла уҫса ярать. Куракансем те пӗр вырӑнта чӑтса лараймарӗҫ. Халӑхран тухнӑ артистсемпе пӗрле юрласа-ташласа савӑнчӗҫ», — тесе ҫырнӑ уявра пулнӑ хыҫҫӑн Канаш районӗнчи Чарпуҫ ял тӑрӑхӗн сайтӗнче.

Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗш клубӗ ҫумӗнчи «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ 3 юрӑ шӑрантарнӑ. Вӗсене «Пултарулӑхри хӑйне евӗрлӗхшӗн» номинацире чысланӑ.

#Вӑрман Енӗш, #Ӗренпур, #конкурссем, #Чарпуҫ, #Канаш районӗ, #культура, #Тутарстан, #Пушкӑртстан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 2140.69.7903
2018.02.06 14:33
Фольклор - вал халах чуне. Самраксене те явастармалла! Весенче - илем, пуласлах.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем