Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Александр Галкина асӑнса — литература каҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 04.02.2018 08:01 | 1672 хут пӑхнӑ
Культура

Ыран, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче 14 сехетре чӑваш халӑх поэчӗ Александр Галкин (1928–2002) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ.

Александр Галкин 1928 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чулкаҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри педучилищӗре, унтан И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Александр Галкин Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗнче ӗҫленӗ, «Капкӑн» сатира журналӗнче пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.

1953 ҫулта вӑл ытти ҫамрӑк авторпа тутар ҫыравҫин Кави Наджмин «Весенние ветры» романне чӑвашла куҫарнӑ.

А. Галкин — лирика юррисен авторӗ те. Ҫапах та вӑл сатирӑпа юмор жанрӗнче уйрӑмах маттур пулнӑ.

#литература музейӗ, #Чулкаҫ, #астӑвӑм, #музейсем, #культура, #Нурӑс, #Вӑрнар районӗ, #Элӗк районӗ, #ЧППУ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 2140.69.7903
2018.02.04 12:56
Аставатап: Александр Галкин - хитре юра - "Кавак чечексем" юра саввви авторе. Вал ыра камалла сын пулна.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем