Шупашкарта хӑрӑк йывӑҫсене иртме пуҫланӑ. Ҫак ӗҫе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Кун пирки хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ.
Хулари парксемпе вӑрмансене йӗркелесе тӑма хулан сити-менеджерӗ 2017 ҫулта хушнӑ. Хальхи вӑхӑтра Гузовский рашчинче хӑрӑк йывӑҫсене касма тытӑннӑ ӗнтӗ. Унти тата Кадет паркӗнчи йывӑҫсен тӑрӑмне специалистсем 2018 ҫулхи кӗркунне тӗрӗсленӗ. Специалистсем 537,58 кубла метр йывӑҫ касмаллине палӑртнӑ.
Йывӑҫ касакана хулари тӳре-шара конкурс ирттерсех палӑртнӑ. Унта «ЭКО» текен тулли мар яваплӑ общество ҫӗнтернӗ. Предприяти ӗҫне Шупашкар хула администрацийӗн экологи управленийӗ тӗрӗслесе тӑрассине шантараҫҫӗ.