Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Сусӑр ачасем валли шӑккалат пухаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 07.12.2017 19:13 | 1219 хут пӑхнӑ
Республикӑра

ЧР Наци вулавӑшӗ акци ирттерет. Унта сусӑр ачасем валли шӑккалат пухаҫҫӗ. Пылак парнесене кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче парӗҫ. Шӑпах ҫав кун вулавӑшра «Юлташсемпе – Раштав уявӗ» мероприяти иртӗ.

Ҫак кун вулавӑша сусӑр ачасене чӗнӗҫ, вӗсем валли концерт лартӗҫ. Куракансене ача-пӑча ушкӑнӗсем юрри-ташшипе савӑнтарӗҫ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн шкул умӗнхи тата коррекци педагогикипе психологи факультечӗн 2-мӗш курс студенчӗсем театрализациленӗ постановка кӑтартӗҫ.

Сусӑр ачасем валли шӑккалат пухас акци паян пуҫланнӑ. Сирӗн те ыркӑмӑллӑх ӗҫне хутшӑнас килет-и? Шӑккалата кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен илсе пыма юрать. Сирӗн пӗчӗк парне сусӑр ачана пысӑк савӑнӑҫ парнелӗ.

#акцисем, #наци вулавӑшӗ, #сусӑрсем, #ачасем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

владимир // 3957.56.0551
2018.05.07 23:28
Каçарăр та, анчах "шăккалат" тесе çырсан кам илĕ-ши ăна? Ман шутпа тутлă апат çак "шăк"- сыпăкран пуçланмалла мар,"шок"- сыпăкран тесе сĕнетĕп эпĕ. Мĕншĕн тесен, унăн тути тĕлĕнтермĕш, çавăнпах вара "шоколат" тени вырăнлăрах терĕм. Хирĕç калакана кĕтсе илесчĕ те вĕт - пулĕ-ши унпала тĕлпулу?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем