Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.0 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Путвалти вӑйӑ салонне хупнӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Софья Савнеш 02.08.2018 13:43 | 331 хут пӑхнӑ
Хулара

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче РФ ШӖМӗн Шупашкарти экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пай ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ.

«Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӗсем вӑйӑ салонӗ саккуна пӑсса ӗҫленине ӗнентермешкӗн оперативлӑ мероприятисем ирттернӗ.

Йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ чухне салонра оператор пулнӑ. Вӑл 25 вӑйӑ автоматне пӑхса тӑнӑ, темиҫе вӑйӑҫа выляттарнӑ», — ҫапла пӗлтернӗ полицире.

Вӑйӑ салонӗ Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫурт путвалӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн алӑкӗсем шанчӑклӑ клиентсемшӗн кӑна уҫӑ пулнӑ.

Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пӳлӗме Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти арҫын хулари фирмӑран тара илнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе халь пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

#ШӖМ, #Шупашкар, #полици, #астармӑш вӑйӑсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51540
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тухтӑр допингпа усӑ курман
2017, 11, 13
Экс-президент Чӑваш Енри полици ӗҫӗпе паллашнӑ
2018, 05, 02
101 ҫулти ветерана Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ
2018, 05, 07
Игорь Молякова митинг ирттернӗшӗн полици пунктне чӗннӗ
2018, 07, 26
Тӑватӑ ача амӑшне шыраҫҫӗ
2018, 07, 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org