Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.0 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шупашкарта хӗрлӗ ҫӳҫлисем парада тухӗҫ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 01.08.2018 19:52 | 397 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Енӗн тӗп хулинче хӗрлӗ ҫӳҫлисем парада тухӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи мероприятие Шупашкар кунӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне тата хулари Мускав районӗ 45 ҫул тултарнине халалланӑ. Уява Шупашкар хула администрацийӗ «Амазания» паркра ирттерет.

Аттракционсен хулинче «ВарВаренье» ҫуллахи фестиваль йӗркеленӗ май унта тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйлӗҫ. Мускав кӗперне тума пуҫланӑ вӑхӑтпа сӑн ӳкерчӗксен куравӗнче паллашма май килӗ. Фотоӗҫсене парка кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарӗҫ.

«Тӗнчене йӑлтӑрккарах тӑвар!» фестивале хӗрлӗ ҫӳҫлисене йыхравлаҫҫӗ. Вӗсене пуян программӑпа илӗртеҫҫӗ ҫеҫ мар, хавхалантарассине пӗлтереҫҫӗ. Хастарсене «Чи вӑрӑм хӗрлӗ ҫӳҫ», «Чи кӑтра хӗрлӗ ҫӳҫ», «Чи «хӗрлӗ» хӗрлӗ ҫӳҫ» тата ытти номинацире чыслӗҫ.

#юбилейсем, #Шупашкар, #уявсем, #фестиваль, #культура, #парксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Никольский уявӗ республикӑри тӳре-шарасӑр иртнӗ
2018, 05, 19
Трак енӗн мухтавлӑ композиторне асра тытса фестивале пухӑннӑ
2018, 05, 30
Тутарстан президенчӗ Чӑваш Енри тутарсене икӗ машина парнелӗ
2018, 07, 03
Сабантуйра автомобиль парнелӗҫ
2018, 07, 06
Чӑваш автономин юбилейне уявлама Мускавран укҫа килӗ
2018, 07, 22

Комментари:

тимрук-виспурт ачи // 1162.9.9000
2018-08-14 19:06
Херле сусле чавашсем , Эсир асти тавансем ? Эпе . ака , хуп-хура . "Чаваш " .-теп хама вара .

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org