Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.0 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Сабантуйра автомобиль парнелӗҫ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Таисия Ташней 06.07.2018 21:24 | 142 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Енре ҫак канмалли кунсенче Пӗтӗм тутарсен XVIII Сабантуйӗ иртӗ. Ӑна халалласа паян пирӗн республикӑн тӗп хулинче Тутарстанри ӳнер ӑстисен концерчӗ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха.

Сабантуй программи пуян пулмалла. Ыран Хӗрлӗ тӳремре тата Амӑшӗн монуменчӗ ҫывӑхӗнче тутар «ялӗ» вырнаҫӗ, ал ӗҫ ӑстисем курава йыхравлӗҫ, халӑха тутарсен юрӑ-ташши те илӗртӗ.

Кӑҫалхи спорт ӑмӑртӑвӗ вӑхӑтӗнчи кӗрешӗвӗн ҫӗнтерӳҫи Тутарстан Элтеперӗн Рустам Миннихановӑн парнине — ҫӑмӑл автомашинӑна — тивӗҫӗ.

Сӑмах май, Сабантуя Раҫҫейри 50 ытла регионта, чикӗ леш енчи 30 патшалӑхра палӑртаҫҫӗ. Ӑна ҫӗршыв шайӗнче те йӗркелеме тытӑнчӗҫ: маларах Чулхулана тата Аҫтӑрхана пухӑннӑ.

#культура, #уявсем, #Шупашкар, #Сабантуй, #Чулхула, #Аҫтӑрхан

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/tutarsen-pysak-uyav
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарти фейерверк фестивальне Китайран килӗҫ
2018, 03, 07
Чулхулари чӑвашсем пилӗк ҫулхи юбилее палӑртнӑ
2018, 03, 28
Республика кунӗнче ҫӗнӗ производствӑсем хута кайӗҫ
2018, 05, 11
Вӑрҫа хутшӑннӑ икӗ поэта асӑнса чечек хунӑ
2018, 05, 11
Тутарстан президенчӗ Чӑваш Енри тутарсене икӗ машина парнелӗ
2018, 07, 03

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org