Республика кунӗ тӗлне республикӑри темиҫе предприятире ҫӗнӗ производствӑсем хута каймалла. Ҫакна паян иртнӗ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин пӗлтернӗ. Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ савутра, Муркаш районӗнчи «Ҫеҫпӗл», Шупашкарти «Чӑвашторгтехника» предприятисенче ҫӗнӗ производствӑсем уҫма палӑртнӑ.
Аса илтерер, Республика кунӗ кӑҫал Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче иртӗ. Уяв кунӗсенче «Регионсем — чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» курав, фейерверксен фестивалӗ ӗҫлеттерме палӑртса хунӑ. Йӑлана кӗнӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале кӑҫал Сӗнтӗрвӑрри районӗнче уҫма палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унтан вӑл Шупашкарти кӳлмеке куҫӗ. «Руҫ ӑстисем» конкурса хутшӑнакансем те хӑйсен пултарулӑхне районӗсенче пурӑнакансене кӑтартӗҫ, кайран ҫеҫ Шупашкара ҫитӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Акатуй пулӗ, 24-мӗшӗнче Хӗрлӗ лапамра Чӑваш Енри ачасен пӗрлештернӗ хорӗ юрлӗ. Уява концерт тата салют вӗҫлӗ.