Паян Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Иван Яковлев - ҫамрӑксен чӗринче» уяв каҫӗ иртнӗ. Ӑна Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ, Чӑваш патшалӑх киностудийӗ, Шупашкарти ҫамрӑксен пӗрлӗхӗ тата ыттисем йӗркеленӗ.
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ, ҫырулӑх панӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 170 ҫул ҫитет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вак халӑхсен чи сумлӑ ҫыннисенчен пӗри вӑл.
«Эпӗ нихӑҫан та чапшӑн, ӑшӑ вырӑншӑн, пысӑк укҫашӑн, мухтав сӑмахӗшӗн ӑшталанман, хамӑн тӑван халӑхшӑн, ӑна вӗрентес ӗҫшӗн усӑллӑ та кирлӗ ҫын пулнине туйса, ҫак ӗҫе эпӗ ҫеҫ тума пултаратӑп пулӗ тесе те ӗненсе вӑй хунӑ…», — илсе кӑтартнӑ Иван Яковлев сӑмахӗсене Надежда Смирнова журналист. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр ячӗ паян та пирӗн асӑмӑрта. Паянхи уяв каҫӗ ҫакна тата тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗ.