Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Усламҫӑсене Республика кунне ирттерме укҫа уйӑрттарасшӑн

Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Галина Никитина 18.04.2018 20:39 | 454 хут пӑхнӑ
Культура

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Красноармейски районӗн администрацийӗн ертӳҫипе Александр Кузнецовпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.

Кӑҫал Республика кунне муниципалитетра ирттерӗҫ. Район республика ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫавна май Красноармейски районӗн инфратытӑмне аталантарама муниципалитет 10 млн гранта тивӗҫнӗ.

«Республика уйӑрнӑ укҫасене тӑкаклассипе мӗнпур конкурссене йӗркелесе ирттернӗ. Бюджет тухӑҫлӑхӗ 1,7 млн танлашрӗ. Вӑл укҫапа тротуарсем сарма, ачасем валли ятарлӑ вырӑнсем хута яма плана кӗртсе хӑварнӑ», – ӑнлантарнӑ Александр Кузнецов.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Александр Кузнецовпа калаҫнӑ май Республика кунне ирттерме районти ӑнӑҫлӑ усламҫӑсене те явӑҫтарма чӗнсе каланӑ.

#уявсем, #культура, #Красноармейски районӗ, #тӗлпулусем, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ветерансем «Советская Чувашия» хаҫата вырӑс чӗлхине юратма сӗннӗ
2017, 09, 30
Шупашкарти ҫемьене республикӑри конкурсра чысланӑ
2017, 12, 08
Журналистсене малти ретре пулнишӗн Элтепер саламланӑ
2018, 01, 13
Журналистсене прокурор та саламланӑ
2018, 01, 15
Паян хӑш журналиста преми парасси паллӑ
2018, 01, 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org