Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче Ӗпхӳре тӗрлӗ регионти поварсем ӑмӑртнӑ. Унта кулинари тата сервис енӗпе регионсен хушшинчи канашлу иртнӗ. Пирӗн ентешсем те унта маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Пӗр ресторанри шеф-повар кулинари тупӑшӑвӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
ЧР кулинарсен ассоциацийӗн председателӗ Николай Уездный каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнтерни поварсене нумай ҫӑмӑллӑх кӳрет. Ассоциаци хӑй те республикӑра тӗрлӗ ӑмӑрту йӗркелет, унта ҫамрӑк специалистсене хутшӑнтарма тӑрӑшать.
Ассоциаци чикӗ леш енче те палӑрнӑ. Поварсем Потугалире, Германире иртнӗ ӑмӑртусенче пӗрре мар мала тухнӑ.
Халӗ Чӑваш Енри кулинарсемпе кондитерсем Суздале кайма хатӗрленеҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче унта Пӗтӗм Раҫҫейри кулинари чемпионатне каймашкӑн суйлав тапхӑрӗ иртет. Унта ҫӗнтернӗ поварсем Мускава тӗп парнене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртма кайӗҫ. Тӗп парне вара – Францире вӗренесси.