Республикӑра
![]() Канаш районӗнче пурӑнакан 65 ҫулти арҫынна влаҫ ҫыннине халӑх умӗнче киревсӗр сӑмахсемпе хӑртнӑшӑн айӑпланӑ. Суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, ӑна 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Следстви тата суд акӑ мӗн палӑртнӑ: авӑн уйӑхӗнче ҫак арҫын ял тӑрӑхӗн администрацине килнӗ, хӑй ӳсӗр пулнӑ. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакскер ытти ӗҫчен умӗнчех пуҫлӑха киревсӗр сӑмахсемпе хӑртса тӑкнӑ. Айӑпланнӑ арҫын судра айӑпне йышӑннӑ, хӑйӗн киревсӗр ӗҫӗшӗн ӳкӗннӗ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |