Паян, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Элӗкри культура ҫуртӗнче кинозал ӗҫлеме пуҫланӑ. Элӗк район администрацийӗн сайтӗнче ӑна паллӑ пулӑм тесе хакланӑ май культура пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ страница тесех палӑртнӑ.
Кинозала ҫӗнетсе медернизациленӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ача-пӑчапа ҫамрӑксем, аслисемпе тӳре-шара пухӑннӑ. Пуҫлӑхсенчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов кӑна мар, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевпа депутатсем те: ЧР Патшалӑх Канашӗн тата РФ Патшалӑх Думин — пырса ҫитнӗ.
Кинозала федераци гранчӗ шучӗпе юсанӑ. Мускавран элӗксене 5 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ.
Кинозала ҫӗнӗ йышши цифра оборудованийӗпе пуянлатнӑ. Пысӑк экран ҫинче хамӑр ҫӗршыври кинофильмсене те кӑтартмалла. Вӗсен хисепӗ ҫурринчен кая пулмалла мар.