Эрнекун, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав кӗперне уҫӗҫ. Ӑна тӗплӗн юсас ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн хута ярӗҫ. Шупашкар влаҫӗсем тата регион ертӳҫисем объект республикӑшӑн пӗлтерӗшлине палӑртаҫҫӗ. Кӗпер республикӑн тӗп хулин историлле пайӗнче вырнаҫнӑ, Шупашкарӑн икӗ районне ҫыхӑнтарать.
Кӗпере юсама 1,5 миллиард тенкӗ ытла ларнӑ. Ҫав шутран пысӑк пайне, 1,1 миллиард ытларах, федераци хыснинчен уйӑрнӑ.
«Ултӑ полосаллӑ кӗпер транспорт ҫӳрессине ҫӑмӑллатмалла, ҫавӑнта инкексем пулассине чакармалла», – тесе ҫырнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков унта ҫырнӑ тӑрӑх, кӗпер уҫнӑ чух техника парадне ирттерӗҫ.
Республикӑн Стройминӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпере Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявласси ҫинчен РФ Президенчӗ 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑларнӑ 1061-мӗш хушупа килӗшӳллӗн юсанӑ.