Чӑваш Енре кӑҫал усал шыҫӑ чирӗсене тупса палӑртнӑ тӗслӗх 0,6 процент чухлӗ нумайланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах юлашки пилӗк ҫулта рака пула вилекенсен шучӗ 7,1 процент таран чакнӑ. Кун пирки РИА Новости (Хыпарсем Раҫҫейри информаци агентстви) пӗлтерет.
Республика ҫакнашкал ҫитӗнӗве епле майпа тума пултарни те паллӑ. Медицина пулӑшӑвне пысӑк технологисене тӗпе хурса пама тытӑннӑ, инновациллӗ скрининг программисене вӑя кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне ҫитес ҫул Чӑваш Енре амбулатори мелӗпе онкологи пулӑшӑвӗ паракан тӑватӑ центр ӗҫлеме тытӑнӗ. Тишкернӗ тӑрӑх, ҫакӑ ракран вилессине тата 4,7 процент таран чакарма май парӗ.
Палӑртса хӑвармалла, усал шыҫҫа пула вилнисен хисепӗ кӑҫал 3,4 процент сахалланнӑ. Рака пуҫламӑш тапхӑрсенчех тупса палӑртасси вара 0,2 процент ӳснӗ.