Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театре черетлӗ, 109-мӗш сезона, «Нарспи» спектакльпе пуҫлӗ.
Черетлӗ театр сезонӗ шӑп та лӑп тепӗр уйӑхран, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче,
Аса илтерер: ку спектакле Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэми тӑрӑх лартнӑ.
Аса илтерер: спектакле пуҫласа пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче кӑтартнӑччӗ. Ҫапла вара «Нарспи» 36 ҫултан сцена ҫине таврӑннӑ.
Ӑна ЧР Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ. Режиссерӗ – Дмитрий Миронов, илемлӗх ертӳҫи – Борис Манджиев, ӳнерҫи – Валентина Федорова, кӗвви – Лолита Чекушкинӑн. Нарспипе Сетнер ролӗсене Антонина Казеева тата Евгений Урдюков вылянӑ.
