Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ыран, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, вилӗмсӗр классикӑмӑр Консатнтин Иванов ҫуралнӑ кун Чӑваш академи драма театрӗнче поэтӑн кунне паллӑ тавӗҫ.
Поэта сума суса 12 сехетре унӑн палӑке умне чечек хурӗҫ. 16 сехетре Константин Иванов хайлавӗсене илемлӗ вулакансен конкурсне хутшӑннисемпе пултарулах ӑмӑртӑвӗнче ҫентернисене чыслӗҫ.
13 сехетре тата 18 сехет те 30 минутра театрта поэтӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ ҫавӑн ятлӑ спектакле кӑтартӗҫ. Хальхи премьерӑна 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑтартнӑ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн, Азербайджан, Калмӑк тата Тыва Республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев режиссёр хатӗрленӗ.
«Нарспи» спектакле пӗрремӗш хут сцена ҫине 1922 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче кӑларнӑ. Инсценировкӑна ҫыраканӗ – П.Н. Осипов, режиссерӗ – И.С. Максимов-Кошкинский, художникӗ – М.С. Спиридонов. Унтан Л.Н. Родионов режиссер лартнӑ «Нарспи» сцена ҫине ултӑ хут тухнӑ: 1941, 1945, 1948, 1960, 1979 тата 1989 ҫулсенче.
Пăшатан // 3839.52.0621
2026.05.26 14:23 | |
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ. | |
