Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫӗнӗ маршрут уҫӑлӗ. Ку хула ҫыннисемшӗн меллӗ пулассинче иккӗленӳ ҫук.
Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ҫитес тунтикун, спутник хулара 58-мӗш маршрут ҫула тухӗ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрах, вӑл хулари пӗлтерӗшлӗ вырӑнсене ҫыхӑнтарӗ: Чумкасси ялӗпе Атӑл ҫыран хӗррине. Маршрут Хӗвелтухӑҫ, 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх, Тӗкӗрҫ, Винокуров, Пионер, Совет тата Парк урамӗсем урлӑ иртӗ. Автобус «Теплица», «Орион» ҫурт», «Ача-пӑча музыка шкулӗ», «Искусствӑсен шкулӗ», «Ача-пӑча хули», «Тӗкӗрҫ ращи», «Библиотека», «Ҫӗнтерӳ тӳремӗ« тата «Стадион» ятлӑ чарӑнусенче чарӑнӗ.
Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарта 23-мӗш автобус ҫӳреме пуҫланӑ. Вӑл Энергетиксен поселокне «Груша» микрорайонпа ҫыхӑнтарать.
