Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.2 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Чӑваш Енри больницӑсене пӗрлештереҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 31.07.2026 16:39 | 38 хут пӑхнӑ
Сывлӑх
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри 12 медицина учреждение пӗрлештерсе 4 пысӑк больница туса хурӗҫ, Канашри медицина центрӗ вара хӑйӗн ятне ылмаштарӗ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Канашри медицина центрӗ ҫумне Ф.Г. Григорьев ячӗллӗ Канашри район больницине, Йӗпреҫри тӗп район больницине пӗрлештерӗҫ. Ун хыҫҫӑн ку учреждени «Канашри районсем хушшинчи больница» хысна учрежденийӗ пулса тӑрӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больници ҫумне Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрне, Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи больницине, Куславккари тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи больницӑсене пӗрлештерӗҫ.

Республикӑн клиника больницине Президентӑн пепкелӗх центрӗпе, Хулари тӗп больницӑна Хулари клиника центрӗпе пӗрлештерӗҫ.

Маларах Хӗрлӗ Чутайӗнчи больницӑна Элӗкрипе, Патӑрьелӗнчине Шӑмӑршӑрипе тата Елчӗкрипе пӗрлештернӗччӗ.

#Хӗрлӗ Чутай, #Элӗк, #Патӑрьел, #Шӑмӑршӑ, #Сӗнтӗрвӑрри, #Куславкка, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #шупашкар, #больницӑсем, #сывлӑх, #Йӗпреҫ, #Канаш

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем