Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Сергей Артамонов ытти хайлавран уйрӑлса тӑракан хӑватлӑ юрӑ ҫырма ыйтнӑ. Кун пирки вӑл Раҫҫейен тӗрленӗ карттин музейӗнче чӑваш эстрада артисчӗсемпе тӗл пулсан каланӑ.
«Вӑл юрӑ пирӗн йӑх-несӗлӗмӗрсем патне тавӑртӑр: ҫемье, ял, хула, йӑх-несӗлӗмӗре асра тытнине патне», — тенӗ вӑл. Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн питӗ тӗрӗс шухӑшлӑ йӗркесем пур: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр». «Ку сӑмахра пирӗнччен малтан пурӑннисене хисеплени, паян пуррисен пӗрлӗхӗ, ыран, пирӗн хыҫҫӑн, килекенсене шанни», – тенӗ Сергей Артамонов.
Проекта Августа Уляндина, Алексей Московский, «Глянец» ушкӑн, Алексей Шадриков, Егор Матвеевский, Маргарита Финогентова, Владимир Ашмарин, Элтияр Александров, Денис Павлов, Виталий Адюков, Ольга тата Анна Пегановсем, Вячеслав Дик, «Вирьял» ансамбль, «Приданое» фолк-ушкӑн тата ытти музыкант хутшӑнма пултарать.
