Чӑвашлӑх
![]() «Тарай» ансамбль «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Evil Sun ☼ Усал Хӗвел» страницӑра Эстонири Таллинти «Тарай» ансамбльпе паллаштарнӑ. Ушкӑн пирки Чӑваш халӑх сайчӗ 4 ҫул каяллах ҫырнӑччӗ. Тарай тени чӑвашла шел тенине пӗлтерет-мӗн. Аса илтерер, ушкӑна Таллинта пурӑнакан Александр Айдаров ертсе пырать. Ача чухне вӑл чӑваш чӗлхине илтнӗ пулин те калаҫман. Тӑван чӗлхепе темиҫе ҫул каялла кӑна пуплеме хӑнӑхнӑ. Александр 2013 ҫулта каланӑ тӑрӑх, Эстонире 350 чӑваш пурӑнать. Усал Хӗвел хӑйӗн ушкӑнӗнче постсен ҫӗн ярӑмне уҫнӑ. Унта вӑл «ыттисенчен уйрӑмрах тӑракан, хӑйнеевӗрлӗ, мусӑк ӗҫӗнче ҫӗн меслетсемпе ( е тата киввисемпех — ҫӗнӗлле) усӑ куракансемпе» паллаштарать. «Тарай вӑл мӗн авалтанах хӗвеланӑҫ тата хӗвелтухӑҫ халӑхӗсене ҫыхӑнтарса тӑракан материал пулнӑ. Ушкӑнра яшсем тӑваттӑн Aleksandr Aidarov (сас, текст, гитара), Einar Muoni (басс), Serge Chekulajev and Andrea Patron (параппан). Тарай чӑваш халӑх пентатоникипе паянхи прогрессипе ритмсене кура эксперимент тӑвать... Мусӑкҫӑсен хавхалану, чун хавал ҫӑлкуҫӗ — чӑваш халӑх йӑли-йӗрки, сӑвви-юрри, сӑмахлӑхӗ. Илемлӗ кӗвӗллӗ, ҫемӗллӗ, харизмӑсӑр мар, тата паллах, иртнӗ ӗмӗрти 90-мӗш ҫулсен поп мусӑкне евӗрленисӗр пулмалла чӑваш юрри-кӗвви тесе шутлаҫҫӗ пултаруллӑ каччӑсем. Эсти чӑвашӗсен юррисенче Трер, Станьял, Ирхи, Петокки, Янкас сӑмахӗсене асӑрхама пулать», — ҫырнӑ Усал Хӗвел. Сӑмах май, Усал Хӗвел, Руслан Михайлов, хӑй те юрлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |