Культура
![]() Мускавра ҫӗршыв правительствин «Раҫҫей кӑмӑлӗ» премипе чысланӑ. Ӑна халӑх пултарулӑхне аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн параҫҫӗ. 15 лауреат хушшинче Комсомольски районӗнчи «Каҫал» ансамбле йӗркеленӗ Владимир Павлов та пулнӑ. Премипе РФ Президенчӗ Владимир Путин Петр Чайковский ячӗллӗ концерт залӗнче чысланӑ. Пирӗн ентеш «Йӑлари халӑх культури» категорире лауреат ятне тивӗҫнӗ. Владимир Павлов хӑйӗн пурнӑҫне юрӑ-кӗвӗсӗр курмасть. Тӗлӗкре те вӑл ӑна тӗлленет. Владимир кунӗпех ӗҫре, каҫхине ҫеҫ киле, ҫемьене, таврӑнать. 16 ҫул каялла вӑл ялсем тӑрӑх ҫӳреме, чӑвашсен ӗлӗкхи юррисене ҫыртарма пуҫланӑ. Ансамбле те халӑх пултарулӑхне упраса хӑварас тӗллевпе йӗркеленӗ. Халӗ вӗсен репертуарӗнче – 100 ытла юрӑ, ташӑ, йӑла-йӗрке. «Каҫал» Раҫҫейӗн чылай кӗтесӗнче пулнӑ. Чикӗ леш енче те вӑл хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, фестивальсепн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Паянхи кун ушкӑнра – 28 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |