Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Пӗрремӗш каналпа чӑвашсене кӑтартрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 18.11.2017 09:33 | 1853 хут пӑхнӑ
Культура

Пӗрремӗш каналпа шӑмат кунсерен эфира тухакан «Играй, гармонь любимая» (Выля, юратнӑ хуткупӑс) телекӑларӑмра паян Чӑваш Енри пултарулӑх коллективӗсем пулчӗҫ. Эфирта Шупашкар районӗнчи «Телей», Шупашкарти «Эревет», «Уяв» ансамбльсене, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Нестареющие сердца» тата Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗнчи сыпӑксене кӑтартрӗҫ. Хуткупӑсҫӑсенчен Николай Алексеев, Ҫӗрпӳри Николай Ключников татӑ Эльвира Тимофеева, Комсомольски районӗнчи Михаил Луков, Етӗрне районӗнчи Михаил Михайлов, Шупашкар районӗнчи Валерий Васильев пулчӗҫ.

Аса илтерер: кӑҫал иртнӗ Ҫӗрпӳ ярмӑрккине «Играй, гармонь любимая!» кӑларӑма ӳкерекен Захар тата Анастасия Заволокинсем концертпа килнӗччӗ. Кайран вӗсем темиҫе пултарулӑх ушкӑнне телекӑларӑм ӳкернӗччӗ. Телекӑларӑма хатӗрлекенсем Шупашкарти Трактор музейӗнче чӑваш туй сыпӑкне ӳкернине те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

#Комсомольски районӗ, #Ҫӗрпӳ, #Шупашкар, #МИХсем, #культура, #телекурав, #Етӗрне районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2608.63.3158
2017.11.18 09:37
Agabazar
Купăс пирки "выля" мар, "кала" теес пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем