Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта ҫӑмӑл машина тротуар ҫинчи рабочи ҫине пырса кӗнӗ. М950УТ 21 номерӗллӗ «Туарег» хуҫи автомобиле инкек вырӑнӗнче лартса хӑварса вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Инкек нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнче пулса иртнӗ.

Рабочи картлашка ҫинчи юра тасатнӑ, ҫӑмӑл машина ун ҫине пырса кӗнӗ. Темиҫе сехетрен водителе тытса чарнӑ. 48 ҫулти арҫын тухтӑр патӗнче тӗрӗсленме килӗшмен. Аманнӑ 47 ҫулти арҫынна вара тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн амбулатори мелӗпе (килте) сипленме сӗннӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш районӗнчи Хурӑнлӑхра пурӑнакансем яла автобус ҫӳреме пӑрахнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗртен пулӑшу ыйтма пуҫланӑ. Вӗсен пӑшӑрханӑвне прокуратура илтнӗ.

Яла автобуссем 2025 ҫулта ҫӳреме пӑрахнӑ иккен. Надзор органӗ тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ял администрацийӗ перевозчикпа килӗшӳ тунӑ. Халӗ «Канаш – Ӑвӑспӳрт Кипеч – Хурӑнлӑх» маршрутпа автобус каллех ҫӳреме пуҫланӑ.

 

Культура
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкарта Рязань ӑстин куравӗпе паллашма пулать. Кӳлмекре вырнаҫнӑ Чӑваш тӗррин музейне кӑна ҫитмелле.

Ирина Риффель – Рязаньти реставратор, Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти ҫинчи Рязань пайӗн авторӗ. Вӑл авалхи техникӑпа тӗрлет.

Шупашкарти куравра унӑн ӗҫӗсене курма пулать; сӗтел ҫивиттисем, алшӑллисем, панно... Ку кӑна мар, халӑх тумне тӑхӑнтартнӑ пуканесем те пур. Ҫавӑн пекех Рязань облаҫӗн тӗрленӗ карттине курма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_26680
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Етӗрне округӗнчи Канаш ялӗ патӗнче паян хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта, шел те, 2 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Лада Приора» ҫӑмӑл машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та фурӑпа ҫапӑннӑ. «Лада Приора» водителӗ тата пассажирӗ ҫавӑнтах вилнӗ.

Халӗ ӗҫ-пуҫӑ уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Республикӑра
21.fsin.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
21.fsin.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Куславккари юсанмалли 5-мӗш колонире (вӑл — хӗрарӑмсен пӗтӗмӗшле режимлӑ колонийӗ, унта 906 ҫынлӑх вырӑн пур) ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку пукана шалти службӑн подполковникне Павел Кирюхина шанса панӑ.

52 ҫулти Павел Анатольевич 1993-2011 ҫулсенче Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче тӑрӑшнӑ. 2011 ҫулти ака уйӑхӗнче Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен службинче тӑрӑшма пуҫланӑ.

 

Персона
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑӳкерчӗк

«Ҫыхӑнура» форумра Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн курткине сӳтсе яваҫҫӗ. Сӑмах салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗ (25 кубла метр вутӑ) ӑсатнӑ чухне республика ертӳҫи тӑхӑннӑ ҫипуҫ пирки пырать.

Элтепер куртки Италире туса кӑларакан «Morris-L» моделе аса илтерет-мӗн. Ун пек куртка 300 пин тенкӗ ытла тӑрать иккен.

 

Персона
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Илья Степанов композитора халалласа Красноармейскинче кӗвӗ-ҫемӗ каҫӗ ирттернӗ.

Композитор кӗвӗленӗ юрӑсене Красноармейскинчи культура ҫурчӗн халӑх фольклор ансамблӗ шӑрантарнӑ. Коллектива Антонина Никонорова ертсе пырать, баянисчӗ - Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Никоноров.

Уявра «Шӑнкрав курӑкӗ» (сӑвви Вениамин Пехилӗн), «Юрату сӑмсахӗ» (сӑвви Николай Карайӑн), «Ҫул юхать, юхать» (сӑвви Иван Ахратӑн) юрӑсем янӑранӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall447662497_6027
 

Кӳршӗре
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Виталий Михайлов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче Красноармейскинчи вулавӑшра Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Кун пирки Виталий Михайлов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Лурура темиҫе ыйту пахса тухнӑ. Ҫав шутра «Янкас вулавӗсем» таврапӗлӳ конференцине вуннӑмӗш хутчен ирттерессине, 2025 ҫулшӑн Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗсене палӑртса вӗсене чыслассине, Трак енӗн паллӑ ҫыннисен юбилейӗсене ирттерессине, хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ ят пама тӑратассине сӳтсе явнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall111960967_2594
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта арҫын ача пахчинче юр тасатнӑ чухне тӑрук тӑнне ҫухатнӑ. Ун патне ҫийӗнчех васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ: Ф.Клементьев тухтӑр тата С.Никитинпа В.Матюшкин медбратсем.

Вӗсем ҫитнӗ чухне те арҫын тӑнсӑр выртнӑ, чӗри ӗҫлемен. Медиксем реанимаци тума пуҫланӑ. 13-мӗш минутра пациентӑн чӗри тапма пуҫланӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ӑна стационара илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/skoraya21
 

Хулара
life.ru сайтри сӑн
life.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ радио ӗҫлеме ирӗк илнӗ: «Радио Вера» тата Relax FM. Ҫапла йышӑну тунӑ федераци конкурс комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗнче.

Сӑмах май, ҫак икӗ радиостанци пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта эфира тухма ирӗк илнӗ. «Радио Вера» — тӗн тата культура радиостанцийӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Раҫҫейри 142 хулара тата ют ҫӗршывсенче эфира тухать.

Relax FM – лӑплантаракан юрӑ-кӗвӗ радистанцийӗ, эфирта диджейсем ҫук.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ... 4101
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 23

1941
85
Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1976
50
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2006
20
Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...