Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Республикинче «Чӑваш Ен миссисӗ – 2026» конкурс финалӗ иртнӗ. Мероприяти К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртнӗ.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, «Чӑваш Ен миссисӗ – 2026» ята Анастасия Павлычева тивӗҫнӗ. «Вице-миссис» титула вара харӑсах икӗ чиперук ҫӗнсе илнӗ: Елена Новик тата Алёна Кутузова.

«Хӗрарӑмӑн илертӳлӗх тапхӑрӗ ӗмӗр тӑсӑлма пултарать. Ҫак конкурс – ҫакна ӗнентерекенни», — тенӗ пӗрремӗш «Вице-миссис» ята тивӗҫнӗ Елена Новик конкурс хыҫҫӑн.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан арҫын тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайчӗ урлӑ телефон туянас тенӗ те ултавҫӑ аллине лекнӗ. 29 пин тенкӗ тӑракан телефон вырӑнне ун патне рис ярса панӑ.

Арҫын полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, сутуҫӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн хайхискер унӑн картти ҫине 29 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Посылка чӑнах та килнӗ. Анчах ӑна уҫсан, ахӑртнех, чутах кайса ӳкмен. Унта рис пулнӑ.

Телефон сутуҫи ҫыхӑнӑва тухма пӑрахман. Хӗр чӑнах та телефон ярса панине ӗнентернӗ, уҫҫи-хуппине тупма пулӑшу службипе ҫыхӑннӑ.

Халӗ полицейскисем тӗрӗс мар тавар ярса панӑшӑн кам яваплӑ пулнине палӑртаҫҫӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

2027 ҫул Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫакна ЧР Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ. Ҫулталӑк темине республикӑра пурӑнакансем «Чувашия Онлайн» порталта ирттернӗ сасӑлавра суйланӑ. Сӑмах май, унта юпа уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенче 5 вариантран пӗрне суйлама май пулнӑ.

Сӗннӗ вариантсен хушшинче Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ, Цифра пуласлӑхӗн ҫулталӑкӗ, Ҫемье йӑлипе наставничество ҫулталӑкӗ, Амӑшӗпе ача сывлӑхӗн ҫулталӑкӗ, Тараватлӑхпа туризм ҫулталӑкӗ пулнӑ. Пӗрремӗшӗшӗн сасӑлава хутшӑннӑ 3700 ҫынран 1791-шне килӗшнӗ вӑл. Ку – ҫурринчен ытларах.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тематикӑна ырланӑ, вӑл регион аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР культура министрӗн ҫумне Надежда Павловӑна ӗҫрен кӑларни пирки тин кӑна пӗлтертӗмӗр. Вӑл ӑҫта ӗҫлесси паллӑ.

Ӑна паян Элтепер администрацине шалти политикӑпа ӗҫлекен управлени пуҫлӑхне лартнӑ. Унччен ку должноҫе Владимир Степанов йышӑннӑ пулнӑ.

Аса илтерер: Надежда Павлова – 52 ҫулта. Вӑл Тӑвай районӗнчи Мучар ялӗнче ҫуралнӑ. Ку таранччен вӑл ЧР Вӗренӳ министерствинче, Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче ӗҫленӗ. Унтан ЧР Культура министерствине куҫнӑ. Малтан пай пуҫлӑхӗ пулнӑ, кайран ӑна министр ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Хальхи вӑхӑтра ЧР Культура министерствинче министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Татьяна Казакова тата унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский тӑрса юлнӑ.

Ҫакна та аса илтерсе хӑварар: министр пулнӑ Светлана Каликова юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Кун хыҫҫӑн министр тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Надежда Павловӑна шаннӑ. Анчах тепӗр 7 кунранах ку должноҫе Татьяна Казаковӑна панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри пӗр усламҫӑ хӑйӗн патӗнче ӗҫленӗ ҫынна укҫа тӳлемен. Ку пӑтӑрмахра суд приставӗсен хушша-хуппа кӗме тивнӗ. Раҫҫейӗн Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Ен управленийӗн Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ районӗсенчи уйрӑмӗ усламҫӑран ӗҫ укҫи парӑмне шыраса илнӗ.

29 ҫулти хӗрарӑм-усламҫӑ маркетплейс урлӑ тавар сутнӑ. Ку енӗпе хӑйне пулӑшма ҫынсене ӗҫе илнӗ. Анчах вӗсенчен пӗрне вӑл укҫа тӳлемен. Ҫавна май суд приставӗсем исполнительнӑй производство пуҫарнӑ.

Суд приставӗ парӑма пилӗк кунта тӳлесе татмасан урӑхла мера йышӑнасси пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах хӗрарӑм пуҫа та чикменрен суд приставӗ банкри счетсене тата йӑлари техникӑна арестленӗ, ӗҫе следстви органне ярса панӑ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн усламҫӑ ӗҫ укҫин парӑмне, пурӗ 30 пин тенке, тӳлесе татнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл хӑйӗн патӗнче ӗҫленӗ ҫын черетлӗ отпускпа усӑ курманнишӗн 4 пин тенкӗ компенсаци тӳленӗ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ЧР культура министрӗн ҫумне Надежда Павловӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва правительство председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Андрей Макушев алӑ пуснӑ.

Надежда Павлова – 52 ҫулта. Ку таранччен вӑл ЧР Вӗренӳ министерствинче, Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче ӗҫленӗ. Унтан ЧР Культура министерствине куҫнӑ. Малтан пай пуҫлӑхӗ пулнӑ, кайран ӑна министр ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Хальхи вӑхӑтра ЧР Культура министерствинче министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Татьяна Казакова тата унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский тӑрса юлнӑ.

Аса илтерер: министр пулнӑ Светлана Каликова юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Кун хыҫҫӑн министр тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Надежда Павловӑна шаннӑ. Анчах тепӗр 7 кунранах ку должноҫе Татьяна Казаковӑна панӑ.

 

Ҫурт-йӗр
cheb.ws сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑмӑн хваттерне сутса ярӗҫ. Вӑл кредитпа вӑхӑтра татӑлса пыман иккен.

Хӗрарӑмӑн парӑмӗпе ҫыхӑннӑ гражданла ӗҫе хулари Ленин районӗн судӗнче пӑхса тухнӑ. Тавӑҫпа суда тухаканни – «Альфа-Банк» акционер обществи. Банк кредит парӑмне шыраса илесшӗн, банкра салукра шутланакан хваттере сутса ярасшӑн пулнӑ.

Хӗрарӑм банкран потребитель кредичӗ илнӗ. Парӑм илнӗ чух вӑл хӑйӗн хваттерне салука панӑ. Парӑма вӑхӑтра тӳлесе пыманран банк суда тавӑҫпа тухнӑ. Хӗрарӑм ҫулталӑкра виҫӗ хутран кая мар парӑма тӳлемесӗр пурӑннӑ. Банк унпа йӗркеллӗ калаҫса татӑлма хӑтланса пӑхнӑ-ха, анчах усси пулман.

Кредит парӑмне тӳлесе татма хӗрарӑмӑн хваттерне сутса ярас тенӗ. Суд приговорӗ вӑя кӗнӗ ӗнтӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын конкурсра сасӑланӑ та аккаунтсӑр тӑрса юлнӑ.

Ун пек нимле конкурс та иртмен иккен. Мессенджерсенчен пӗринче вӑл чи лайӑх следовательшӗн сасӑламалли конкурс пирки вуласа пӗлнӗ, арҫын ҫавӑнта кӗрсе кайса сасӑланӑ та аккаунтсӑр тӑрса юлнӑ.

Кӑштахран такамсем ун ячӗпе ҫынсенчен укҫа ыйтса ҫырма тапранса кайнӑ.

Шалти ӗҫсен органӗсенче пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек нимле конкурс та иртмен.

Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем кам та пулин укҫа куҫарса пама ӗлкӗрнипе ӗлкӗрменнине те тӗрӗслеҫҫӗ.

Пакунлисем пули-пулми каҫӑпа иртме юраманни пирки тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ. Аккаунта вара икӗ факторлӑ хӳтлӗхпе хӳтӗлемелле, авторизаци кодне никама та калама юрамасть.

 

Пӑтӑрмахсем
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Арҫынсем алимент тӳлеме юратманнине пелетпӗр-ха. Анчах тепӗр амӑшӗсем те алимент тӳлесшӗн мар иккен.

Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм алиментпа 1 миллион тенкӗ парӑм пухса янӑ. Ӑна вӑл хӑйӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарсан ҫеҫ тӳлесе татнӑ. Парӑма татас тӗллевпе вӑл ачисене пӳрт тата ҫӗр лаптӑкне ҫырса панӑ. Кун пирки Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗнче каласа кӑтартнӑ.

45 ҫулти хӗрарӑмӑн икӗ ача пулнӑ. Вӗсем ашшӗпе пурӑнаҫҫӗ. Хӗрарӑм официаллӑ майпа ниҫта та ӗҫлемен, укҫа тума Мускава кайкаласа килкеленӗ. Алимента вӑрах вӑхӑт тӳлесе пыманран парӑм 1 миллион тенке ҫитсе кайнӑ.

Хӗрарӑм тӗлӗшпе малтан административлӑ ӗҫ пуҫарса явап тыттарса та пӑхнӑ-ха, анчах усси пулман. Кайран ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Вӗренӳ
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Вӑрнарти 2-мӗш шкул музейӗнче хӑйне евӗр кӗтес уҫнӑ. Ӑна ҫак шкулта ӗҫлекен физкультура учителӗ Рустам Салахутдинов йӗркеленӗ, «Футбол кӗтесӗ» тесе ят панӑ.

Ҫак кунсенче музейри ҫак кӗтесе савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ун чухне шкул директорӗ Сергей Ильин ҫак вырӑн ахаль кӗтес кӑна мар, ачасемпе педагогсене илӗртекен вырӑн та пулнине каланӑ.

«Футбол кӗтесӗнче» ку вӑйӑ пуҫланса кайнин историйӗпе паллашма, правилӑсене тепӗр хутчен аса илме, паллӑ футболистсем автограф лартнӑ спорт инвентарӗсенк, кубоксене, дипломсене, грамотӑсене курма пулать. Ҫавӑн пекех шкул ачисем хатӗрленӗ ӳкерчӗксен, сӑнӳкерчӗксен, кӗнӗкесемпе алӑ ӗҫӗсен куравӗсемпе паллашма май пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_20228
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 4287
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 29

1906
120
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1933
93
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...