|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Республикӑри «Манӑн ФАП – чи лайӑххи» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чи лайӑх виҫӗ фельдшерпа акушер пунктне палӑртнӑ. Ку йыша Муркаш округӗнчи Хорнуй ялӗнчи ФАП, Красноармейски округӗнчи Именкассинчи ФАП тата Патӑрьел округӗнчи Ҫӗнӗ Катек ялӗнчи ФАП лекнӗ. Ҫӗнӗ Катекри ФАП тӗслӗхлӗ пулнине те палӑртнӑ. Унти опытне республикӑри 21 фельдшерпа акушер пункчӗ тӗслӗх вырӑнне хурса ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() tv.pgtrk.com сайтри сӑн Преступленисен йышӗ чакнӑ, анчах вӑрланӑ укҫа хисепӗ ӳснӗ. Ҫапла пӗлтерет республика прокуратури. Кӑҫал 9 уйӑхра Чӑваш Енре пурӑнакансем ултавҫасене 780 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Шел те, кунашкал преступленисене уҫӑмлатас шанчӑк пӗчӗк, мӗншӗн тесен чылай чухне палламан ҫынсем ют ҫӗршывсенчен шӑнкӑравлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра дропперсем (ултавҫӑсем ҫак ҫынсем урлӑ ӗҫлеҫҫӗ) тӗлӗшпе суда тавӑҫсем тӑратаҫҫӗ. Паянхи кун 219 ӗҫ (пӗтӗмпе 61,5 млн тенкӗ шыраса илме) пӑхса тухасса кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫитес ҫул Чӑваш Енрен Азербайджана тата Турцие самолётсем вӗҫме пуҫласси пирки шантарнӑ. Кун пирки вӑл тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче палӑртса хӑварнӑ. Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, Росавиаци «ИрАэро» авиакомпание Бакуна вӗҫме ирӗк пани пирки пӗлтернӗ, анчах политика лару-тӑрӑвне пула ӗҫ чарӑнса ларнӑ-мӗн. Анчах авиакомпани ҫак ӗмӗте пӑрахӑҫламан-мӗн. Унсӑр пуҫне ҫуллахи расписание Турцие вӗҫекен рейс уҫасшӑн. Махачкалапа Калининграда самолетсем килес ҫул та вӗҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() mentoday.ru сайтри сӑн Паян каҫхине Чӑваш Енре пурӑнакансене урама тухма сӗнеҫҫӗ. Мӗн тума тетӗр-и? Ккомета вӗҫнине курма. Паян Lemmon ятлӑ комета вӗҫсе иртӗ. Вӑл Ҫӗр ҫийӗн юлашки хут 1300 ҫул каялла вӗҫнӗ. Анчах, астрономсем каланӑ тӑрӑх, ӑна курма ҫӑмӑл мар: лайӑх фотоаппарат е телескоп кирлӗ. Эппин, каҫхине урама тухма ан манӑр. Кун пеккине тата хӑҫан курайӑпӑр? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Экономика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш ЕНре пурӑнакан ҫынсен аллинче вӑтамран банк карттисем виҫшер. Кӑҫалхи утӑ уйхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Ен ҫыннисем валли 4,3 миллион тенкӗ банк картти кӑларнӑ. Кашни ҫын пуҫне вӑтамран — виҫшер карттӑ. Чӑваш Енре 952 банкомат тата 40 пин ытла POS‑терминал пур. Кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 489,5 миллиард тенкӗлӗх 319 миллион транзакци пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Элтияр Александровӑн кӗнекине хаклама пуҫтарӑннӑ. «Чувашские мифы. От озера Аль и праздника Сурхури до бога зла Шуйттана и хана волков» ят панӑскере пахалама писательсем, художниксем, ученӑйсем, краеведсем, ҫамрӑксем, тӑван халӑхӑмӑр культурине хаклакан ытти ҫын пуҫтарӑннӑ. Элтияр Александров — чӑваш фольклор тӗпчевҫи, журналист, блогер, музыкант, хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн Ҫӗпӗрти уйрӑмӗнче Филологи институтӗнче кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшнӑ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн Юрий Исаев, асӑннӑ институтӑн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Ильина, Августа Уляндина юрӑҫ, педагог тата ыттисем Элтияр Александров пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Ташӑ эрешӗсем» хореографи пултарулӑхӗн регионсем хушшинчи IV фествиаль-конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Вӑл Чӑваш Енри паллӑ балетмейстерсен Людмила Нянина тата Владимир Милютин ячӗпе хисепленсе тӑрать. Конкурса ҫулсерен Чӑваш Енӗн Культура тата ӳнер институчӗ тата Куславкка ентешлӗхӗ йӗркелесе ирттерет. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчи коллективсем хутшӑннӑ, ҫав шутра Тутарстанри, Мари Элти тата Чулхула облаҫӗнчи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн министерствин сӑнӳкерчӗкӗ MAX платформӑра «Публичные WiFi в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри халӑх усӑ курмалли WiFi ) чат-бот пур. Ӑна республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви ӗҫлеттерсе янӑ. Сервис Яндекс.Картӑпа ҫыхӑннӑ май вӑл ҫывӑхри вай-фай точкӑна ҫӑмӑллӑн тупма май парать. Программа Wi-Fi точкӑпа епле ҫыхӑнмалли пирки те ӑнлантарса парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() kem.kp.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Президент пепкелӗх центрӗнче кӑҫал Шупашкарти Мускав районӗнчи 1500-мӗш ача ҫуралнӑ. Арҫын ачана Александр ят панӑ. ЗАГС ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗ кашни ҫулах ачисене хӑйне евӗр ят панӑ тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ. Кӑҫал вара уйрӑмах асра юлмаллисем пулнӑ-мӗн. Тӗслӗхрен, арҫын ачана Добрыня Никитич ят панӑ, хӗрачана вара – Мия Джульетта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() vectorstock.com сайтри сӑн Ведомствӑсен хушшинчи пӗрлехи информаципе статистика системи хӑш регионта ытларах эрех ӗҫнине тишкернӗ. Чӑваш Енре «хаяр шӗвеке» нумайрах ӗҫме пуҫланине палӑртнӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчи даннӑйсене илес тӗк, Раҫҫейри ҫын ҫулталӑкра 7,84 литр этанол ӗҫет. Чӑваш Енре ҫак тапхӑрта статистика ҫапларах: пӗр ҫын пуҫне 9,33 литр этанол ӗҫнӗ. Кӑҫал кӑрлачра ку 8,71 литрпа танлашнӑ. Ҫапла майпа кӑҫалхи 9 уйӑхра пирӗн регион Раҫҫейре эрех ӗҫесси ӳснипе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Чи сахал ӗҫекен регион – Чечня. Пирӗн кӳршӗ республикӑсене илес тӗк, Чӑваш Енрен ытларах Мари Эл этанолпа туслӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
