Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -20.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Калининградри 23-мӗш лицей ачисем чӑваш культурипе паллашнӑ. Вӗсене кун пирки вырӑнти чӑвашсем каласа кӑтартнӑ:

«Балти чӑвашӗсем» фольклор ансамблӗн хастарӗсем вӗсене йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ, кунсӑр пуҫне халӑх юмахӗсенчи сӑнарсем тата тӗрӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_16004
 

Ял пурнӑҫӗ
zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Тӑвай районӗнчи Кармал ялӗнче урама вак чул сарма йышӑннӑ. Ун валли ял халӑхӗнчен пурӗ 135 пин тенкӗ укҫа пухнӑ. Ӗҫ хакӗ пӗтӗмпе 1,6 миллион тенке ларнӑ.

Урам вӗҫӗнче пурӑнакан пӗр кил хуҫи укҫа пама килӗшмен, ҫавна кура вырӑнти тӳре-шара ял ҫыннисемпе пӗр шухӑшлӑ пулса вак чула ҫав ҫын килӗ патне ҫитиччен сарса пама килӗшмен.

Прокуратура ҫавна кура тӳре-шара ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ, ҫав лаптӑка хысна шучӗпе вак чул сармалла пулнӑ тесе палӑртнӑ.

 

Культура
«Пуринчен малтан» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Пуринчен малтан» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи артистсем куракансене хырӑм хытиччен култарнӑ тесе пӗлтернӗ Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта.

Йӗпреҫре йӑлана кӗнӗ «Театр олимпӗ» фестиваль уҫӑлнӑ. Сцена ҫине Березовка, Туҫа, Пӗчӗк Упакасси, Чӑваш Тимеш ялӗсенчи пултарулӑх ушкӑнсем тухнӑ. Куракансене «Хӗвел ансан Хӗветӗр», «Пӗрисем – уя, теприсем – туя», «Пӗр саншӑн ҫуралчӗ сирень», «Живы будем – не помрем» ӗҫсене кӑтартнӑ.

Фестиваль ытти ялта та иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16693
 

Персона

Чӑваш Ене «Молодежка» сериалта ӳкерӗннӗ актер килме палӑртнӑ. Влад Канопка Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулта вӗренекен ачасемпе тӗл пулӗ.

Влад паллӑ актер кӑна мар, Раҫҫейри «Знание» обществӑн лекторӗ те. Влад ачасемпе тӗл пулса «Кӗнеке вулани — культура тренчӗ» темӑпа калаҫу ирттерӗ, хӑй ача чухне мӗнле кӗнекесем вулама юратни пирки каласа кӑтартӗ. Унсӑр пуҫне вӑл хайлава илемлӗ вулас енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫуркунне Шупашкарта «Ҫӗрулми» курав иртет. Ҫитес ҫул вӑл пуш уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче пулӗ.

Темиҫе ҫул ӗнтӗ курава МТВ-центрта йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче те ҫавӑнтах пулӗ. Унта вӑрлӑх ҫӗрулми сутнисӗр пуҫне ял хуҫалӑх техникин куравӗ те пулӗ. А.Г.Лорх ячӗллӗ ҫӗрулмин тӗпчев федераци центрӗ тӗрлӗ сортпа паллаштарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
photocentra.ru сайтри сӑн
photocentra.ru сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, паян каҫхине юр ҫума тытӑнать. Вӑл ыран та ҫӑвӗ. Хальлӗхе – вӑйлах мар. Шӑматкун ҫӗрле вара вӑйлӑрах ҫума тытӑнӗ. Ку тӗле ҫӗр шуралӗ.

Тунтикун хӗвел тухӗ. Республикӑн ҫурҫӗр-тухӑҫ пайӗнче 5-10 градус сивӗ пулӗ, кӑнтӑр-анӑҫ енче вара – ӑшӑрах, унта юр ҫӑвӗ.

Ҫитес эрне варринче ӑшӑтать пулсан та юр мар, ҫумӑр ҫӑвӗ. Эппин, тинех хӗл пуҫланӗ.

 

Республикӑра
nta-pfo.ru сайтри сӑн
nta-pfo.ru сайтри сӑн

Паян кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетсенче, Улатӑрти 7-мӗш шкулта мина хунӑ тесе 112 пӗрлехи службӑна пӗлтернӗ.

Вырӑна оперативлӑ службӑсем, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин, вырӑнти администраци ӗҫченӗсем, вӑй структуринчи ҫынсем килнӗ. Вӗренекенсене, вӗрентекенсене, шкулта ӗҫлекенсене эвакуациленӗ. Ун хыҫҫӑн шкула тӗрӗсленӗ. Сирпӗнекен хатӗр тупман.

Хальхи вӑхӑтра шкул яланхи режимпа ӗҫлет. Мина хуни пирки пӗлтернӗ ҫынна вара тупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_466270
 

Политика

Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ лини тата пресс-конференци ирттерӗ.

Паян 15 сехетре (Мускав вӑхӑчӗпе) «Кремль. Новости» телеграм-каналта ҫынсенчен ыйтусене йышӑнма тытӑннӑ. Ыйтусене «Итоги года с Владимиром Путиным» кӑларӑм вӗҫленичченех йышӑнӗҫ. Вӑл вара раштавӑн 19-мӗшӗнче 12 сехетре пуҫланӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Етӗрне округӗнче Сӑр юханшывӗнче пулӑҫ путса вилнӗ. Унӑн виллине водолазсем тупнӑ.

Ҫак арҫын Ҫӗмӗрлере пурӑннӑ. Вӑл раштавӑн 2-мӗшӗнче пулла кайнӑ – кимӗ илсе Етӗрне еннелле ҫул тытнӑ. Анчах кайран ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.

Ӑна ҫав кунах шырама пуҫланӑ, ҫӗрӗпе шыранӑ. Полицейскисем ҫыран хӗрринче унӑн машинине, япалисене тата ҫаврӑнса ӳкнӗ резин кимме тупнӑ. Водолазсем ҫав вырӑнта шыранӑ та унӑн виллине тупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем
ИИ сӑнӳкерчӗкӗ
ИИ сӑнӳкерчӗкӗ

Ултавҫӑсем тӗлӗрменни, вӗсем ҫынна шӑнман пӑрпа лартса ямалли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ мелсем шыраса тупни пирки таҫта та асӑрхаттараҫҫӗ. Апла пулин те ӗненекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ.

Элӗк районӗнчи пӗл ялта пурӑнакан 63 ҫулти арҫын патне унӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ сӑнӳкерчӗклӗ аккаунтран ҫырса янӑ. Телефон номерӗ курӑнман пулин те арҫын смсра ҫырнине ӗненнӗ. Унтан Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинчен текен ҫын шӑнкӑравланӑ. Ял ҫынни пурне те ӗненнӗ, мӗн каланине итленӗ.

Банкри мӗнпур укҫине илсе темле счет ҫине укҫа куҫарса пама хушсан та каланине тунӑ. Юрать-ха, питӗ пысӑках сумма мар — пурӗ 235 тенке арҫын хулана кайсах ултавҫӑсене куҫарса панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, [15], 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, ... 4061
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -16 - -18 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 24

1925
100
Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...