Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
Олег Николаев каналӗнче вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Олег Николаев каналӗнче вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев МАХри хӑйӗн каналӗнче «Хыпар» хаҫата саламлакан чӑвашла тата вырӑсла пост вырнаҫтарнӑ.

«120 ҫул халӑхпа пӗрле!

Паян эпир «Хыпар» хаҫатӑн – Раҫҫейри чи ватӑ наци хаҫачӗсенчен пӗрин – пирӗн республикӑн кулленхи пурнӑҫне ҫутатса тӑракан кӑларӑмӑн юбилейне паллӑ тӑватпӑр.

Ҫулсем иртнӗҫемӗн хаҫат ячӗ темиҫе те улшӑннӑ, анчах та вӑл Николай Никольский халалне – чӑваш халӑхӗн ырлӑхӗшӗн ӗҫлессине – яланах тӗп вырӑна хунӑ.

Хаклӑ ӗҫтешсем тата хаҫат ветеранӗсем! Сире пархатарлӑ ӗҫӗршӗн, тӳрӗ кӑмӑлӑршӑн тата профессие чунтан юратнӑшӑн тав тӑватӑп. Пултарулӑх ӗҫӗнче вӑй-хал тата вулакансен йышне ӳстерсе пыма сунатӑп. Уявпа!» — тесе ырӑ суннӑ Олег Николаев.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/oanikolaev/AZvgP4khQdM
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансем тухтӑр патне «МАХ» наци мессенджерӗ урлӑ ҫырӑнма пултараҫҫӗ. Кун пирки республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Ятарлӑ мини-приложенипе усӑ курса ҫынсем терапевт патне ҫырӑнма пултараҫҫӗ. Специалистсен списокӗ ӳлӗмрен ӳссе пырӗ», — пӗлтернӗ Лариса Тарасова.

«МАХ» мессенджер урлӑ тухтӑр патне ҫырӑнас тесен @medicine_chuv_bot бота уҫмалла.

 

Культура
https://yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ
https://yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансем Николай Добронравов ячӗллӗ юрӑ поэзийӗн пӗтӗм ҫӗршыври конкурсне хутшӑнма пултараҫҫӗ. Заявкӑсене пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Конкурс тӗллевӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи пултаруллӑ поэтсене тупса палӑртса литература йӑли-йӗркипе юрӑ ӳнерне аталанма пулӑшасси тесе пӗлтернӗ.

Конкурса 8 номинаципе хутшӑнма пулать. Пултарулӑха тӗрӗслесе пӑхас кӑмӑллисен 14 ҫултан кӗҫӗнрех пулмалла.

Тӗп парне — Николай Добронравов ҫуралнӑ кунне халалланӑ концертра ҫӗршыври паллӑ юрӑҫсемпе пӗрле юрлани.

 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале пысӑк улшӑнусем кӗтеҫҫӗ. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет.

Ӑна 2008 ҫултанпа ҫӗртме уйӑхӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вара кинофестивале кӗркунне йӗркелӗҫ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пӗрремӗш хут ҫӗнӗ форматпа пулӗ, ҫӗршыври культура платформинче «Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери искусство тата кино фестивалӗ» ятпа пулӗ.

Программӑра: кино кӑтартасси, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем, концертсем, ӑсталӑх класӗсем, тематика лекцийӗсем, ҫавра сӗтелсем. Паллӑ кино, театр тата музыка ӗҫченӗсене чӗнме палӑртнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Президент пепкелӗх центрне урӑх ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ку должноҫе раштав уйӑхӗнче Эльвира Васильева йышӑннӑ.

Вӑл 1989 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫпе пӗтернӗ. Диплом илсенех Шупашкарти Ҫурҫӗр клиникинче акушер-гинекологра ӗҫлеме пуҫланӑ. 2008 ҫултанпа вара ача ҫуратмалли 5-мӗш ҫурт заведющийӗ пулнӑ. Вӑл – медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.

Палӑртмалла: унччен Президент пепкелӗх центрне Мускавран килнӗ Евгений Дубнер ертсе пынӑ.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Канаш окугӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче Юр кӗлеткесен ӑмӑртӑвне йӗркеленӗ.

Ялти культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ҫак мероприятие Юр кӗлетке кунӗ умӗн ирттернӗ.

Юр кӗлеткесем чӑрӑшшӑн кӗрешнӗ. Ӑмӑртура туслӑх ҫӗнтернӗ. Юлашкинчен пурте тӑвайккинчен ярӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_16681
 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Элӗк округӗнче пурӑнакан Арбузовсем туй тунӑранпа 55 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

Николай Захаровичпа Маргарита Васильевна – тӗслӗхлӗ мӑшӑр. Пӗрлешсен вӗсем ҫурт лартнӑ, ултӑ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ Арбузовсем тӑхӑр мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_16940
 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Сӑнав поселокӗнчи Нина Иванова 102-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Вӑл – тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи нушана курнӑ.

Нина Николаевна 1924 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1941 ҫулта унӑн ашшӗне элеклесе тӗрмене хупнӑ, вӑл унта вилнӗ. Ҫемье кил-ҫуртсӑр юлнӑ.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Нина Иванова эвакуаципе килнӗ савутра фрезер станокӗпе ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, пулас упӑшкипе Николай Ивановичпа паллашнӑ. Вӗсем икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-54381767_265880
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан икӗ хӗрарӑм Раҫҫейри юрӑҫӑн концертне кайса курас ӗмӗтпе ултавҫӑ капкӑнне лекнӗ. Вӗсем билета Интернет урлӑ туянас тенӗ. Пӗри 5 пин тенкӗ тӳленӗ, тепри — 2 пин тенкӗ. Анчах концерта лекме май килмен, билетсем суя пулнӑ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Йӗрке хуралҫисем суя билет сутнӑ хӗрарӑма Мускав облаҫӗнче тытса чарнӑ. 32 ҫулти хӗрарӑм укҫан пӗр пайне халӗ тавӑрса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирхи 3 сехетре Муркаш округӗнчи заправкӑра машина ҫунса кайнӑ. Ку Ивановка ялӗ патӗнче пулнӑ.

Вырӑна ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем ҫунакан «Рендж Ровер» иномаркӑна часах сӳнтернӗ, ҫулӑма юнашарти бензоколонкӑсем ҫине куҫма паман.

Шел те, инкекре машинӑн 42 ҫулти хуҫи шар курнӑ. Вӑл тӗтӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ӑна медпулӑшу панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-217612958_4747
 

Страницӑсем: 1 ... 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, [21], 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, ... 4097
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрнен пӗрремӗш ҫурринче лайӑх шухӑшсем кӑна пулччӑр, ку сире усса кайӗ. Мӑнкӑмӑллӑх тата кӗвӗҫӳ туйӑмӗ пирки манӑр — вӗсем ним лайӑххине те илсе килмӗҫ. Йӑнӑшсене йышӑнма пӗлӗр, урӑх ҫын ҫине ан йӑвантарӑр. Тен, лайах хыпар илтетӗр, ку харпӑр пурнӑҫа ырӑ улшӑнусем илсе килӗҫ. Шанчӑка ан вӗҫертӗр — ӑнӑҫу сирӗн алӑра.

Нарӑс, 16

1930
96
Сидорова Ефросиния Сергеевна, фольклор тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...