Республикӑра
![]() Ирина Меньшикова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Наци музейӗ Президентӑн ҫутҫанталӑк фончӗн грантне тивӗҫнӗ. Кун пек конкурсра асӑннӑ фонд пуҫласа ирттернӗ. Халӗ музейӗн ҫине тӑрса тӗпчемелле, Чӑваш Енре ҫӗр пичӗ юлашки 100 ҫулта епле улшӑнса пынине палӑртмалла. Сӑмах ӳсентӑрансем пирки пырать. Проект авторӗ — Татьяна Давыдова. Вӑл хӑйӗнпе пӗр шухӑшлисемпе ҫав проекта пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Елчӗкри «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) ача пахчинче пӗр шӑпӑрлан аманнӑ. Инкек ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ачасем вылянӑ вӑхӑтра пулса иртнӗ. Халӗ ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун пирки асӑннӑ органӑн пресс-служби пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти таксист кинемее ултавҫӑсене укҫа парасран ҫӑлса хӑварнӑ. Укҫи сахал мар – 600 пин тенкӗ ытла. 89 ҫулти кинемей патне «телефон ҫыхӑнӑвӗнче ӗҫлекен ҫын» шӑнкӑравланӑ та «килӗшӗве тӑсмалла» тата «укҫана сыхласа хӑвармалла» тесе ӗнентерсе 600 пин ытла тенкине счет ҫинчен илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кинемей укҫана сумкӑна хурса тепӗр региона парса яма тесе такси чӗннӗ. Анчах таксист тӳрех сисчӗвленнӗ: кинемей шанчӑксӑртарах калаҫнӑ, вӗчӗрхеннӗ. Водитель укҫана кӳршӗ региона илсе каяс вырӑнне полицие ҫитнӗ. Кинемее укҫана тавӑрса панӑ, унпа тата тӑванӗсемпе калаҫу ирттернӗ. Таксиста вара Тав хучӗ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславккара пурӑнакан Егоровсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ. Александр Михайлович Куславккарах ҫуралса ӳснӗ, Татьяна Васильевна – Владимир облаҫӗнче. Шӑпа ӑна Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ, вӑл Куславккари 2-мӗш шкулта ачасене вӗрентнӗ. Ҫемье пуҫӗ вара автофургонсен комбинатӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫамрӑксем 1970 ҫулта пӗрлешнӗ. Ывӑл ҫуратнӑ хыҫҫӑн Татьяна Васильевна профессие улӑштарнӑ, мӑшӑрӗ патӗнче комбинатра техника тӗрӗслевӗн пайӗнче ӗҫленӗ. Халӗ иккӗшӗ те – тивӗҫлӗ канура, ҫапах ахаль лармаҫҫӗ, пахчара тӑрмашаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Марина Ахмедован ТГ-каналӗнчи видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри пӗр сутуҫӑ темиҫе мандарин вӑрланӑ икӗ ачана тӗлӗнсе каймалла майпа явап тыттарас тенӗ. Кун пирки Марина Ахмедова журналист, РФ Президенчӗ ҫумӗнчи этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен канаш членӗ Телеграмри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ. 11-ти арҫын ачапа 13-ри хӗрача сентре ҫинчи темиҫе мандарина вӑрланӑ. Ҫавӑншӑн сутуҫӑ вӗсене ҫын ҫук ҫӗре лартса кайнӑ. Унта вӑл пите зелёнка сӗртерттернӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн ӑна йӗрке хуралҫисем тупнӑ. Арҫын хӗрачаран каҫару ыйтнӑ, арҫын ачаран та каҫару ыйтнине пӗлтернӗ. Вӑл 4 ача ашшӗ-мӗн. «Айӑпа кӗрсен хӑйӗн ачисене епле явап тыттарни пирки шухӑшлама та хӑрушӑ», — тесе ҫырнӑ Марина Ахмедова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() ВФЛА сайтри сӑн Чӑваш Енри спортмсенка Анастасия Красильникова ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ кӑна мар, хӑйӗн рекордне те ҫӗнетнӗ. Вӑл Хусанта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатне хутшӑнса пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ. Анастасия чӑрмавлӑ 3 пин ҫухрӑма 9 минут та 29,40 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Сӑмах май, вӑл кӑҫал Хусанти 10 ҫухрӑмлӑ марафонра ҫӗнтернӗ, Раҫҫейри команда чемпионатӗнче 3 пин ҫухрӑма чупса мала тухнӑ тата ҫав дисциплинӑрах Раҫҫей Кубокӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Персона
Чӑваш чӗлхин пултаруллӑ тӗпчевҫи тата ӑста вӗрентекенӗ, халӑх ӗҫӗн хастарӗ Василий Алексеевич Андреев ҫак уйӑхра утмӑл пиллӗк тултармаллаччӗ. Анчах синкерлӗ шӑпа ӑна ҫак ӳсӗме ҫитме памарӗ. 2002 ҫулта, 41-ре чухнех, унӑн канӑҫсӑр чӗри тапма чарӑнчӗ. Хавас, уҫӑ кӑмӑллӑ, вӑйпитти ӗҫтешӗмӗр кӗтмен-туман ҫӗртен ку тӗнчерен кайрӗ... Василий Андреев 1960 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Канаш районӗнчи Ешкилт ялӗнче ҫуралнӑ. Шуркасси вӑтам шкулӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче тата Ленинград (хальхи – Санкт-Петербург) университечӗн Хӗвелтухӑҫ факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. Кайран Хӗвелтухӑҫ факультетӗнчех аспирантурӑра вӗренме пуҫланӑ. Тӗрӗк филологийӗ кафедрин пуҫлӑхӗ С.Н. Иванов профессор унӑн ӑслӑлӑх ертӳҫи пулнӑ. Тӗпчев теми – чӑваш чӗлхинчи вӗҫленӳ категорийӗ. Василий Алексеевич тӑван чӗлхери падежсене ҫӗнӗлле хаклать, вӗсен семантикӑпа синтаксис енӗсене шайлаштарать, халиччен никам та асӑрхаман килӗшӳсене палӑртать. Аспирантурӑра вӗреннӗ чухнех ҫамрӑк тӗпчевҫӗ Пӗтӗм тӗнчери алтаистика конференцийӗн (ПИАКӑн) Ташкентра иртнӗ сессине хутшӑнчӗ, «Чӑваш тата финн-угр чӗлхисенчи абессив (ҫуклӑх падежӗ)» темӑпа тухса калаҫрӗ. |
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрле хулинче урине хуҫнӑ арҫын тӑрайманнипе урайӗнче пӗр эрне выҫӑ выртнӑ. Юрать, суд приставӗ ун патне килнӗ. Арҫын штрафсене тӳлеменнипе 300 пин ытла тенкӗ парӑма кӗнӗ, ҫавна май арҫын патне пристапв килне пынӑ. Алӑк уҫӑ пулнӑ, шалтан вара шӑппӑн йӑнӑшни илтӗннӗ. Пристав шалалла иртсен арҫын урайӗнче выртнине курнӑ. Вӑл пӗр эрне каялла урине хуҫнине, тӑраймасӑр выртса пӗр эрне нимӗн те ҫименнине каланӑ. Пристав тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем киличчен арҫынна ҫитерме апат-ҫимӗҫ туяннӑ. Арҫынна больницӑра операци тунӑ, халӗ вӑл хӑйне чиперех туять, малалла сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Сувар»хаҫат халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Хусанти Горький ячӗллӗ паркра нумаях пулмасть «Древо жизни»/«Байтирәк» (чӑв. Пурнӑҫ йывӑҫҫи) фестиваль иртнӗ. Утӑ уйӑхӗнче ирттернӗ чух салтак ӑсатас йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ, ҫурла уйӑхӗнчине тӗрлӗ халӑхӑн тӑван килне халалланӑ. Пӑва хулинче пурӑнакан скульптор, хулари ача-пӑча искусство шкулӗн педагогӗ Павел Ярхунов хӑй тунӑ шӑхличӗсемпе паллаштарнӑ. Кун пирки «Сувар» пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Сувар» хаҫат халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Хусанти чӑваш хӗрачи Сочи хулинче иртнӗ «У самого чёрного моря» (чӑв. Хура тинӗс хӗрринче) халӑхсен хушшинчи конкурса хутшӑннӑ. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тата ют ҫӗршывсенчен пӗчӗк талантсем хутшӑннӑ. Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивалӗн Гран-прине Хусанти Туслӑх ҫуртӗнчи Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи чӑваш урӑмӗнче вӗренекен Стефания Чаркина ҫӗнсе илнӗ. Пӗчӗкскер «Линка-линка» чӑваш халӑх юррине шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |