Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

«Фирма Акконд-Агро» АОра ӗҫлекен Екатерина Георгиева ӗне сӑвакан операторсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне хутшӑннӑ. Вӑл Владимир облаҫӗнче иртнӗ.

Ӑмӑртӑва 50 регионти 58 специалист хутшӑннӑ. Унта операторсен пӗлӗвне, санитари хатӗрленӗвне, ӗне сумалли аппарата мӗнле сӳтсе пуҫтарнине тӗрӗсленӗ.

Пирӗ ентеш 8-17 ҫул ӗҫлекен хӗрарӑмен хушшинче 8-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗтӗмӗшле зачетра вара – 21-мӗш, вӑл 87,06 балл пуҫтарнӑ.

Сӑмах май, Екатерина ӗне сӑвакан операторта 10 ҫул ытла ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23578
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Канаш округӗнчи Янкӑлч ялӗнче пулнӑ пушарта 85-ри кинемейпе унӑн ывӑлӗ ҫунса кайнӑ,

Пушар ӗнер 22 сехетре тухнӑ. Ҫулӑм тӳрех пӳрте, хуралтӑ таврашӗсене ярса илнӗ. Ӑна сӳнтерес ӗҫе 9 ҫӑлавҫӑ тата 3 техника хутшӑннӑ.

Пушар хыҫҫӑн 85-ри хӗрарӑмӑн тата унӑн 1964 ҫулта ҫуралнӑ ывӑлӗн виллисене тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9359
 

Пӑтӑрмахсем

Елчӗк округӗнчи пӗр ялта 67 ҫулти хӗрарӑм 85-ри кинемее патакпа хӗненӗ, ҫапла сывлӑхне сиен кӳнӗ. Ку кӑна мар-ха, вӑл ӑна пӑвнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ.

Ку пӑтӑрмах кӑҫал ҫӗртмен 24-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна суда пӑхса тухма панӑ. Ҫавӑн пекех 67-ри хӗрарӑмран кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илесшӗн.

 

Вӗренӳ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра виҫӗ шкул уҫӑлнӑ.

Шупашкарти Хӗвеллӗ микрорайонти шкула 1400 ача вӗренмелӗх тунӑ. Вӑл хулари 44-мӗш лицейӑн иккӗмӗш корпусӗ шутланать. Унта ӗнер пӗрремӗш класа каякан 400 ачана йышӑннӑ. Шкулта хальлӗхе 1-8-мӗш классенче вӗренекенсем пӗлӳ илӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Никольски микрорайонти шкула 1100 ача вӗренмелӗх тунӑ. Вӑл асӑннӑ хулари 9-мӗш вӑтам шкулӑн филиалӗ шутланать.

Кӳкеҫре 825 ача вӗренмелӗх шкула хута янӑ.

 

Сывлӑх
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи ҫӑлавҫӑсем кӑмпана кайнӑ хӗрарӑма килне илсе ҫитернӗ.

73 ҫулти хӗрарӑм вӑрмана кӑмпана кайнӑ. Анчах вӑл унта сарӑмсӑр пусса яра урине ыраттарнӑ. Вӑл килне хӑй тӗллӗн ҫитеймен. Вара хайскиер 112 номерпе шӑнкӑравлама тӑн ҫитернӗ.

Республикӑн шыравпа ҫӑлав службин Сӗнтӗрвӑрринчи станцийӗн ӗҫченӗсем ватӑ ҫынна килне илсе ҫитернӗ.

 

Тӗнче тетелӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем пӗрмай тапӑннӑран пирӗн республикӑра та интернет ҫыхӑнӑвне час-часах сӳнтерсе лартма тивет.

Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн тӑрӑхра ятарлӑ техника схемине ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Вӑл пулсан ҫынсем мобильлӗ Интернетпа чӑрмавсӑр усӑ курма пултарӗҫ.

Ҫыхӑнӳпа усӑ курас тесен телефон хуҫин хӑй ҫын иккенне ҫирӗплетсе памалла. Ун валли а-ля капча сервис хута ямалла.

 

Республикӑра
minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел тӑрӑхӗнче каяш уйӑракан комплекс тума пуҫласшӑн. Халӗ ун валли территорие хатӗрлеҫҫӗ.

Комплекс 2,5 гектар лаптӑк ҫинче вырнаҫӗ. Ӑна 2026 ҫул вӗҫлениччен туса пӗтермелле.

Пирӗн республикӑра «Экономика замкнутого цикла» (чӑв. Хупӑ цикл экономики) федераци проекчӗпе каяш уйӑракан виҫӗ комплекс тумалла.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти Иван Смелов ТНТпа кӑтартакан «Погоня» экстремаллӑ шоура ҫӗнтернӗ. Вӑл пӗрремӗш вырӑна Никита Джигурдапа пайланӑ.

Иван шоуна камит каҫӗнче сцена ҫине тухнӑ хыҫҫӑн лекнӗ – кастинг-директор видеовизитка хатӗрлеме сӗннӗ. Ҫапла вӑл суйлав витӗр тухнӑ.

Иван палӑртнӑ тӑрӑх, уйрӑмах Никита Джигурдапа калаҫни унӑн асӗнче юлнӑ. Шоура вӑл 457,5 пин тенкӗ выляса илнӗ. Ку укҫапа ҫемйипе тинӗс хӗррине кайма планланӑ.

Палӑртса хӑварар: хальхи вӑхӑтра Иван Мускавра пурӑнать, Шупашкара тӑтӑшах килсе ҫӳрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23565
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Йӗпреҫ округӗнче пурӑнакан Ильинсен ылтӑн туй пулнӑ. Вӗсем пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарса туйӑмӗсене упраса хӑварма пултарнӑ, ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ.

Леонид Ивановичпа Елизавета Николаевна Тымар поселокне хӑтлӑх кӗртмелли ӗҫсене хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем Шӑрттан ял тӑрӑхӗнчи общество ӗҫӗсенчен айккинче юлмаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15214
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Красноармейски округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫӑлккӑра пурӑнакан ҫыравҫӑ Ордем Гали тата Татьянӑпа Александр Буинцевсем Трак ҫӗрӗн легендарлӑ сӑнарӗсене калӑпланӑ: Упи-Паттӑра, Бибараса тата Пайтул Искеева.

Ордем Галин коллекцинче – 700 ытла пукане, кашнине вӑл чунне парса ӑсталанӑ. Ҫыравҫӑ ача чухнех модельер пулма ӗмӗтленнӗ. Вӑл ӑсталанӑ пуканесен йышӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем евӗррисем те пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15209
 

Страницӑсем: 1 ... 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, [29], 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, ... 4002
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.

Юпа, 07

1905
120
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
107
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
71
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
39
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...