Вӗренӳ
![]() «Контактри» сӑн Шупашкар хулинчи 41-мӗш шкулта ачасене географи предметне вӗрентекен учитель Светлана Мыльникова Пӗтӗм Раҫҫейри «Классная тема!» шоура ҫурма финала тухнӑ. Конкурса пӗтӗмпе 6720 заявка килнӗ, вӗсенчен 35 педагога кӑна суйласа илнӗ. Светлана вӗсен йышне лекнӗ. Халӗ вӑл финала хутшӑнма хатӗрленет. Кӗҫех, кӗркунне, сасӑлав пуҫланать. Сасӑлас тесен сурма финала тухнӑ педагогсен урокӗсемпе «Контактри» шоун ушкӑнӗнче паллашмалла. Светлана Михайловнӑн урокӗпе ҫак каҫӑпа кайса паллашма пулать: vk.com/klassnayatemashow. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() «Контактри» сӑн Шупашкарти Мия Кудряшова «Шӑккалат кубокӗнче» ҫӗнтернӗ. Вӑл 9 ҫултан кӗҫӗнрех хӗрачасемпе тупӑшса 9 турта 8 очко пухнӑ, хушма кӑтартусемпе Чулхула облаҫӗнчи Элизабет Де Боноран иртсе кайнӑ. Ҫапла пирӗн ентеш Раҫҫей кубокӗн Шупашкарти тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ. Мийӑна ӑмӑртура «шахмат принцесси» тесе ят панӑ. Вӑл турнирӑн кашни тапхӑрӗнче кӗрен тӗслӗ хитре кӗпесемпе тухнӑ. Шахмат хӑми умне ларсан вӑл хӑйне ҫирӗп тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян Шупашкарти саунӑра пулнӑ пушарта икӗ ҫын вилнӗ. Инкек ирхи 7-ре «Сокол» кинотеатр пулнӑ зданири «Банный эталон» саунӑра пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра унта арҫынпа хӗрарӑм каннӑ. Ҫапӑнмалли пӳлӗмре ҫулӑм тухнӑ, вӗсем тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ҫӑлавҫӑсем арҫынпа хӗрарӑма урама илсе тухнӑ. Анчах, шел те, вӗсен пурнӑҫне ҫӑлма май килмен. Халӗ пушар сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ, арҫынпа хӗрарӑм кам пулнине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Контактри» сӑн Паян Етӗрне округӗнчи Совхозный поселокӗнче лаша чупӑвӗпе Чӑваш Ен Кубокӗн финалӗ иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ спорт ӑмӑртӑвне ҫын нумай пухӑннӑ: ӑмӑртакансем те, куракансем те. Тӗп парнене – ылтӑн кубока тата 300 пин тенке – Маршак ятлӑ тиха ҫӗнсе илнӗ. Унпа Александр Пыркин чупнӑ. Кӗмӗл медале Блейдж Лок тивӗҫнӗ, унӑн юланутҫи – Павел Матьянов. Пӑхӑр медале Флюид тата Николай Пыркин илнӗ. Ӑмӑрту вӑхӑтӗнчех юрӑҫсен, пултарулӑх ушкӑнӗсен юрри-ташшипе киленме май пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Улатӑр округӗнче пурӑнакан Виктор тата Зоя Арефьевсем пӗрлешнӗренпе 60 ҫул иртнӗ. Вӗсен юрату историйӗ 1965 ҫулта пуҫланнӑ. Виктор Ҫурҫӗр флотӗнче ҫарта пулнӑ хыҫҫӑн таврӑннӑ кӑна – Зойӑна курнӑ. Ҫавӑнтанпа вӗсем пӗр-пӗрне килӗштернӗ. Виктор Михайлович «Электравтомат» савутра ӗҫлесе ӗмӗрне ирттернӗ, Зоя Михайловна вара музыка инструменчӗсен савутӗнче тӑрӑшнӑ. Халӗ Арефьевсен 3 мӑнук, 3 кӗҫӗн мӑнук тата вӗсен 2 ачи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Елчӗк районӗнче пурӑнакан 55 ҫулти арҫын питӗ кӗвӗҫ пулнӑ тата ҫынна хӗнеме юратнӑ. Тӑнлавӗ пасарнӑ арҫын ҫулӗ кайнине пӑхмасӑрах кӗвӗҫме пӑрахман. Пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма вӑл кӳрши ҫумне хушса вӑрҫнӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен хӗрарӑма виҫӗ хутчен хӗненӗ, 5 аяк пӗрчине хуҫнӑ. Ун хыҫҫӑн хӗрарӑм унпа текех пурӑнас темен. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче арҫын унччен пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма шыраса 80-ри карчӑк патне кайнӑ. Лешӗ ман патра ҫук тесе калани килӗшмен, ватӑ ҫынна хӗнесе пӗтернӗ, унӑн икӗ карас телефонне, телефона зарядкӑна лартмалли хатӗрсене тата ҫӑра уҫҫине йӑтса тухса кайнӑ. Кӗҫех арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн виҫӗ статйипе, ҫав шутра ҫын пурлӑхне вӑрланӑшӑн та, суд тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре ҫерҫи йышне шутлӗҫ. Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ акци ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗччен иртӗ. Шутлава кашниех хутшӑнма пултарать. Ҫерҫисене сӑн ӳкерсе илмелле те вӗсене шутласа даннӑйсене проектӑн сайтӗнче ҫырса кӑтартмалла. Ырӑ ӗҫе хутшӑннисене сертификат парӗҫ. Хӗлле Чӑваш Ен ҫерҫисен йышӗпе 81 регион хушшинче 21-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан 85 ҫулти кинемее «Ларгус» автомашина таптаса кайнӑ. Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Дачӑран килекен виҫӗ хӗрарӑм «Заря» пахча юлташлӑхӗн киле кайма тухсан Вӑрнар шосси урлӑ каҫма тӑнӑ. «Ларгус» машина 85-ри хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Кинемей инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын урах пулнӑ. Вӑл йӗрке хуралҫисене каланӑ тӑрӑх, ҫуран ҫӳрекенсене ытти транспорт кансӗрленӗрен курман имӗш. . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Нумаях пулмасть ирхи 8 сехет ҫитеспе «Сызрань – Сарту –Волгоград» автоҫулӑн 492 ҫухрӑмӗнче чӑваш номерӗсемлӗ «Фольксваген Тикуан» тата «КамАЗ» ҫапӑннӑ. Иномарка водителӗ васкавлӑ пулӑшу машининче вилнӗ. Салонта пулнӑ унӑн арӑмӗпе ачине больницӑна илсе кайнӑ. Хӗрарӑм халӗ Камышин больницинче выртать, ачине Волгограда вертолётпа илсе ҫитернӗ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Фольксваген» хирӗҫ ҫулҫине тухса кайнӑ. Чӑваш Енри ҫемье тинӗс хӗрринчен канса килет пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пӗр сутуҫӑ темиҫе мандарин вӑрланӑ икӗ ачана тӗлӗнсе каймалла майпа явап тыттарас тенине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: 11-ти арҫын ачапа 13-ри хӗрача сентре ҫинчи темиҫе мандарина вӑрланӑ. Ҫавӑншӑн сутуҫӑ вӗсене ҫын ҫук ҫӗре лартса кайнӑ. Унта вӑл пите зелёнка сӗртерттернӗ. Арҫын Волгоград облаҫӗнчен Чӑваш Ене куҫса килнӗ вӑйпитти-мӗн. Пӑтӑрмах Етӗрнере пулнӑ. Ачасем пӗр тӑвансем иккен. Ачасене ҫын ҫук ҫӗре ирӗксӗр лартса кайнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Ӑна ҫын вӑрланӑшӑн явап тыттарма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |