Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗн педагогӗ Расима Гайнутдинова Ҫамрӑсен пӗтӗм тӗнчери фестивальне хутшӑнать. Мероприяти Чулхулара иртет. Унта тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчи яш-кӗрӗмпе хӗрупраҫ пуҫтарӑннӑ. Ҫавӑнта Чӑваш Ен делегацийӗ хутшӑнать, ҫав шутра маларах эпир асӑнса хӑварнӑ Раисма та. Вӑл «Креативные индустрии и творчество» (чӑв. Креативлӑ индустрипе пултарулӑх) трека хутшӑнать. Ун вӑхӑтӗнче ӳнер ӗҫченӗсемпе тӗл пулусем иртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Хальхи вӑхӑтра пур ҫӗрте те нейросетьпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Халӑх тетелӗнче нейросетьпе паспорт валли те сӑнӳкерчӗк хатӗрлеме пулать тесе каланине курма пулать. Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерстви миграци службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, нейросетьпе хатӗрленӗ сӑнӳкерчӗк паспорт валли каймасть: хамӑр ҫӗршыврисем валли те, ют ҫӗршыва кайса килме ирӗк параканнисем валли те. Ун пек сӑнӳкерчӗке ведомство йышӑнмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() «Лахта Центр» башня. lakhta.center сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче Дубай хулинче тӗнчери чи ҫӳллӗ хӑна ҫурчӗ уҫӑлӗ. Ciel Dubai Marina отель 82 хутлӑ пулӗ. Кун пирки Дубай правительствин пресс-служби пӗлтернӗ. 82 хутлӑ хӑна ҫурчӗ 377 метр ҫӳллӗш пулӗ. Паянхи куна Дубайӗнчи чи ҫӳллӗ ҫурт — 356 метр. Паянхи куна Мускаври «Федераци – Хӗвелтухӑҫ» башня 374 метр ҫӳллӗш, вӑл 97 хутран тӑрать. Башньӑна 2017 ҫулта хӑпартнӑ. Мускаври ҫав башньӑран те ҫӳллӗрех ҫурт — Питӗрти Финн кӳлмекӗн хӗрринче вырнаҫнӑ «Лахта Центр» башня, вӑл 462 метр ҫӳллӗш, вӑл 87 хутран тӑрать. Унта ҫынсене хӑпарса пӑхмалли лапам 365 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Андрей Кончаловский режиссерӑн сериалӗнче Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ актерсем вылянӑ. Вӑл «Хроники русской революции» ятлӑ. Сериала юпа уйӑхӗнче «Россия 1» телеканалпа кӑтартма пуҫлӗҫ. Унта Раҫҫейре 1905-1924 ҫулсенче пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫа сӑнласа кӑтартнӑ. Сериалта пирӗн ентешсем, Дмитрий Матвеевпа Даниил Иванов актерсем, ӳкерӗннӗ. Палартмалла: Дмитрий хальччен «Чернобыль», «Империя: Александр I» тата ытти кинокартинӑра вылянӑ. Даниила вара «Слово пацана. Кровь на асфальте», «СашаТаня» тата ытти фильмра курма май пур. Сӑмах май, сериалта II Николай патшана Никита Ефремов вылять. Вӑл — Иван Яковлевӑн мӑнукӗн мӑнукӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Контактри» сӑн Паллӑ актер тата блогер Станислав Садальский тӑван Чӑваш Енрен парне илнӗ. Ӑна ун патне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн гримерӗ Галина Арталионова илсе ҫитернӗ. Парне «Тӳпе этючӗ» ятлӑ. Авторӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, пирӗн ентеш Александр Мухин-Чебоксарский. Сӑмах май, Садальский Галина Арталионовӑна тахҫантанпах паллать. Пӗррехинче вӑл актера Пӗрремӗш Петӗр пулса тӑма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Контактри» сӑн Шупашкарти 1-мӗш полици уйрӑмӗн ӗҫченӗсем 91 ҫулти кинемее пулӑшнӑ. Ӑна урам варринчех япӑх пулса кайнӑ. Полици майорӗ Галина Кириллова тата полици лейтенанчӗ Ксения Земскова урамра ватӑ хӗрарӑма асӑрханӑ та ун патне пынӑ. Ӑна чӑннипех те пулӑшу кирлӗ пулнӑ иккен. Вӗсем часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем киличчен полицейскисем ун патӗнчех пулнӑ. Кӗҫех кинемейӗн хӗрӗнчен полици уйрӑмне тав сӑмахӗ килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш ӳнерҫи Анатолий Кокель Альбина Юрату сӑвӑҫӑн портретне ӳкернӗ. Вӑл ӑна унӑн сӑнӳкерчӗкӗ тӑрӑх хатӗрленӗ. Ӳкерчӗк ҫинче Альбина Юрату чӑваш наци тумӗпе. Ҫапла ку портрет чӑваш хӗрарӑмӗн вӑйне те кӑтартать. «Ентешӗме Анатолий Кокеле портретшӑн чунран тав тӑватӑп. Анатолий, эсӗ талант!» – тесе ҫырнӑ Альбина Васильевна халӑх тетелӗнчи страницинче. Ӳнерҫӗ портрета сӑвӑҫа парнелес тенӗ, анчах вӑл хирӗҫленӗ: мӗншӗн тесен унта вӑл кӑна мар, чӑваш тумӗ те пур, ҫавӑнпа унӑн музейрах упранмалла тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() dzen.ru сайтри сӑн 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксене «Пушкин карттине» усӑ курма май туса пани питӗ аван. Ҫак карттӑна аслӑрах ҫынсене те пама тытӑнасшӑн. Ҫапла сӗннӗ РФ Патшалӑх Думин ҫутӗҫ комитечӗн председателӗн ҫумӗ Михаил Берулав. Вӑл «Пушкин карттине» 14-45 ҫулсенчи ҫынсене памалла тӑвасшӑн. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, ку культура шайне ӳстерме пулӑшӗ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра ҫак карттӑпа 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксем музея, театра е курава тӳлевсӗрех ҫӳреме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре «Земство культура ӗҫченӗ» программа хута кайнӑ. Кӑҫал унта хутшӑнакансем ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫак кунсенче Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова яла ӗҫлеме каякан специалистсемпе тӗл пулнӑ. Ку программӑна 7 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ ют регионтан килнӗ: Чӗмпӗр тата Курган хулисенчен. Ыттисем вара Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Специалистсен программӑпа килӗшӳллӗн ялта 5 ҫул ӗҫлемелле. Хальлӗхе вӗсен ҫумне наставниксем ҫирӗплетнӗ. Вӗсем малтанхи вӑхӑтра пулӑшса пырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Николай Волков 100-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Вӑл Тӑвай районӗнчи Ҫӗнӗ Ишпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкул хыҫҫӑн, 1943 ҫулта, хӑйӗн ирӗкӗпе Тӑван ҫӗршыва нимӗҫсенчен хӳтӗлеме кайнӑ. Николай Семенович Тӑван ҫӗршыва 30 ҫул ытла хӳтӗленӗ, тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ. Кайран Чӑваш Енре ҫамрӑксене патриотлӑх воспитанийӗ парас ҫӗрте чылай вӑй хунӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ хӗр ӳстернӗ. Халӗ мӑнукӗсемпе, кӗҫӗн мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |