Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -15.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
http://nasledie.nbchr.ru/personalii/issledovateli-jazyka/sergeev-vitalijj-ivanovich/ сӑнӳкерчӗкӗ
http://nasledie.nbchr.ru/personalii/issledovateli-jazyka/sergeev-vitalijj-ivanovich/ сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта Виталий Сергеев профессора асра тытса нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 12 сехетре асӑну хӑми уҫаҫҫӗ. Вӑл хулари Университет урамӗнчи 20-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпуcӗ ҫинче пулӗ. Митинга хутшӑнас кӑмаллисене хапӑл туса кӗтеҫҫӗ.

Виталий Сергеев — чӗлхе тӗпчевҫи, филологи наукисен докторӗ, профессор, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Н.И. Ашмарин ячӗллӗ преми лауреачӗ, Раҫҫейӗн аслӑ пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ.

Виталий Иванович 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Мартынкассинче ҫуралнӑ, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

 

Хулара
Яндекс сӑнӳкерчӗкӗ
Яндекс сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта «Мир Луксор» чарӑну текех пулмӗ. Тӗрӗсрех каласан, апла мар-ха: чарӑнӑвӗ пулӗ, анчах урӑх ятлӑ. Тата ята паян-ыранах улӑштармӗҫ, «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттернӗ хыҫҫӑн.

Чарӑну ятне улӑштарма республикӑн Патшалӑх Канашне КПРФ парти ячӗпе суйланнӑ Александр Андреев депутат ыйтнӑ. Шупашкар хулинчи адрес комиссийӗ сӗнӗве ырланӑ, комисси йышӗнчи пур ҫичӗ ҫын та пӗр шухӑшлӑ пулнӑ.

Чарӑнӑва ҫапларах ят пама сӗннӗ: ООТ «Детский Мир» (чӑв. Ача-пӑча тӗнчи), ООТ «Торговый Дом «Детский» (чӑв. «Ачасен» суту-илӳ ҫурчӗ), ООТ «Проспект Ленина» (чӑв. Ленин проспекчӗ).

Сӑмах май каласан, «Мир Луксор» кинотеатра тахҫанах сутма хӑтланаҫҫӗ иккен.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Буинск поселокӗнче пурӑнакан Зифа Валлиулина 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Зифа Фарахатдиновна 1931 ҫулта ҫуралнӑ. Чылай йывӑрлӑха чӑтса ирттернӗ вӑл: вӑрҫӑ, выҫлӑх… Вӑрҫӑ вӗҫленсен те лӑпкӑ пурнӑҫ пулман: ял хуҫалӑхне ура ҫине тӑратма пулӑшнӑ.

Паянхи кун вӑл 6 ачипе, 10 мӑнукӗпе, 7 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Мӑшӑрӗ ир ҫӗре кӗни ҫеҫ кулянтарать ӑна.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР промышленноҫ министрӗн малашне ҫӗнӗ пӗрремӗш ҫум пулӗ. Ку пукана Александр Смирнов йышӑннӑ. Вӑл ку сферӑра 20 ҫула яхӑн ӗҫлет.

Александр Сергеевич инженерта ӗҫленӗ, техника пайӗн ертӳҫи пулнӑ. 2025 ҫулта вара «Ертӳҫӗсен команди» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл «ФортДиалог» проектсен ертӳҫи пулнӑ.

Аса илтерер: унчченхи пӗрремӗш ҫума Евгений Теллина кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче должноҫрен кӑларнӑ.

 

Раҫҫейре
sevastopol.spravedlivo.ru сайтри сӑн
sevastopol.spravedlivo.ru сайтри сӑн

Раҫҫейре «Амӑшӗн капиталӗ» программа пур. «Ашшӗн капиталӗ» программа та хута яма сӗннӗ

Унпа килӗшӳллӗн нумай ачаллӑ ашшӗсене 2 миллион тенкӗ парасшӑн. Общество палатин пайташӗсем ку темиҫе ача ҫитӗнтерекен ашшӗсемшӗн самай пысӑк пулӑшу пулнине палӑртаҫҫӗ. 2 млн тенке ҫемьере 3 е ытларах ача ҫуралсан парасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Шупашкарти Ярмӑрккӑ урамӗнче икӗ арҫын пистолетран сывлӑшалла пенӗ. Вӗсене тытса чарнӑ.

Мӗн пулса иртнӗ-ха унта? 37 ҫулти арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ҫутӑ-сасӑллӑ патронлӑ пистолета 2021 ҫулта хӑйне хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тесе туяннӑ. Ӗнер вара тусӗпе эрех ӗҫнӗ те ӑна пистолетран персе пӑхма сӗннӗ.

Полицейскисем пистолета туртса илнӗ, ӑна экспертизӑна парӗҫ. Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла тишкереҫҫӗ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Вӑрнар округӗнче патрульпе пост службин инспекторӗсем урамра юр ҫинче арҫын выртнине асӑрханӑ. 50-ри арҫынна медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Инспекторсем тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Ҫапла вӗсем арҫынна шӑнса вилесрен ҫӑлнӑ. Сӑмах май, патрульпе пост службин ӗҫченӗсем юр ҫунӑ вӑхӑтра юр ӑшне кӗрсе ларнӑ водительсене те пулӑшаҫҫӗ.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти В.А. Архипов генерал-майор ячӗпе хисепленекен кадет шкулӗнче вӗренекен ачасем ҫанталӑк сиввине пӑхмасӑрах урама тухса тӑнӑ.

Вӗсем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫапла майпа аса илтереҫҫӗ иккен. Акцие республикӑн патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗпе пӗрле ирттернӗ.

Граждан урамӗнче вӗсем плакатсемпе урама тухнӑ.

Паян Шупашкарта 27 градус сивӗ пулнӑран 1–9-мӗш класс ачисене килтен вӗренме ирӗк панӑ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Пирӗн ентеш, Йӗпреҫ округӗнче ҫуралса ӳснӗ Андрей Малай режиссер ҫӗнӗ фильм ӳкерсе пӗтернӗ. Вӑл кӗҫех, кӑҫал ҫуркунне, экран ҫине тухӗ.

Ку кинокартина – ҫемьеллӗ мӑшӑр пирки ӳкернӗ романтика камичӗ. Тӗп рольсене выляканӗсем Ксения Бородина тата Алексей Чадов пулнӑ. Ҫавӑн пекех кадрсенче Роза Сябитова, Марк Бартон, Оксана тата Лея Самойловсем, Александр Рогов ӳкерӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Политика
Чӑваш наци телекуравӗн архивӗнчи сӑн
Чӑваш наци телекуравӗн архивӗнчи сӑн

ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн пресс-секретарӗ пулнӑ Борис Краснов Киров облаҫӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл унта та ҫав должноҫех йышӑннӑ.

Аса илтеретпӗр: Олег Николаев ӑна 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен ӗҫрен кӑларнӑ. Шӑп ҫав кун Элтепер Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнӑ.

Борис Краснов пресс-секретарьте 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унтан кайсан вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра студентсене вӗрентнӗ, «Воин» ҫарпа спорт хатӗрленӗвӗн тата патриотлӑх воспитанийӗн центрне ертсе пынӑ. Халӗ вара Киров облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн — пресс-секретарӗ.

 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, ... 4099
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрнен пӗрремӗш ҫурринче лайӑх шухӑшсем кӑна пулччӑр, ку сире усса кайӗ. Мӑнкӑмӑллӑх тата кӗвӗҫӳ туйӑмӗ пирки манӑр — вӗсем ним лайӑххине те илсе килмӗҫ. Йӑнӑшсене йышӑнма пӗлӗр, урӑх ҫын ҫине ан йӑвантарӑр. Тен, лайах хыпар илтетӗр, ку харпӑр пурнӑҫа ырӑ улшӑнусем илсе килӗҫ. Шанчӑка ан вӗҫертӗр — ӑнӑҫу сирӗн алӑра.

Нарӑс, 18

1939
87
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тенчерен уйрӑлнӑ.
1949
77
Кервен Василий Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1964
62
Егорова Валентина Михайловна паллӑ чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1985
41
Васильева Мария Ивановна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2019
7
Дмитриева Валентина Дмитриевна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...