Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинчи васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ: вӗсем унӑн чарӑнса ларнӑ чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ.

Тухтӑрсене ирхине «пуҫа суранлатнӑ» тесе шӑнкӑравласа чӗннӗ. Анчах фельдшерсем вырӑна ҫитнӗ те урӑх ӳкерчӗк курнӑ: пациент тӑнне ҫухатнӑ, сывлама пӑрахнӑ, чӗри тапман. Тухтӑрсем пӗр тӑхтамасӑр экстреннӑй пулӑшу патне шӑнкӑравланӑ.

Ирхи 5 сехет тӗлнелле вырӑна реанимаци бригади килнӗ. Ҫав йышра Елена Федорова тухтӑр, Юлия Артемьева медсестра тата Сергей Кураков медбрат пулнӑ. Вӗсем часрах реанимаци тума пуҫланӑ. Телее, темиҫе минутран пациентӑн чӗри тапма пуҫланӑ. Стационара кайнӑ чухне, ҫул ҫинче, вӑл хӑй тӗллӗн сывлама тытӑннӑ. Артери юн пусӑмӗ те йӗркеленнӗ.

Паценте пульницӑна хӑвӑрт илсе ҫитерекенни — Александр Кузнецов.

 

Спорт

Комсомольски округӗнчи «Кӗтне» спорт шкулне «Земство тренерӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ҫамрӑк тренер ӗҫлеме килнӗ. Евгений Павлов пулас чемпионсене воспитани пама пуҫланӑ ӗнтӗ.

Хӑй вӑл 10 ҫулта чухне спортпа кӑсӑкланма пуҫланӑ. Кайран Евгений Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче ӑсталӑхне туптанӑ. Унӑн опытлӑ наставниксем пулнӑ: Владимир Романов тата Денис Егоров.

Профильлӗ пӗлӗве Евгений Павлов Н.В. Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗнче илнӗ. Диплом илсен вӑл пурнӑҫне тӑван тӑрӑхӗпе, унти спорт аталанӑвӗпе ҫыхӑнтарма шухӑшланӑ. Ҫапла «земство тренерӗ» пулса тӑнӑ.

Евгений Павлов Каҫал тӑрӑхӗнчи ачасене ирӗклӗ кӗрешӳ ӑсталӑхне вӗрентет. Пулас спортсменсемпе вӑл ӑмӑртусене тухса ҫӳрет. «Пӗрремӗш кӑтартусем питӗ савӑнтараҫҫӗ», – тет ҫамрӑк тренер.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнче паян пулӑҫ путса вилнӗ. Инкек Паваркасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.

1959 ҫулта ҫуралнӑ арҫын Кӗҫӗн Ҫавал юханшывӗнче пулӑ тытнӑ чухне путса вилнӗ. Ҫакна ял ҫыннисем курнӑ, унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Ку ӗҫ-пуҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Следовательсем инкек вырӑнне пӑхса тухнӑ. Ҫапла пӗлтерет Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Муркаш районӗнче пурӑнакан арҫынна ҫӗре ҫумкурӑк айне тунӑшӑн штрафланӑ. Кун пирки Россельхознадзорӑн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ.

Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫав арҫыннӑн 47,76 гектар лартӑк ҫӗр пур иккен. Ӑна ял хуҫалӑх тӗллевӗпе усӑ курмалла. Апла пулсан, ун ҫинче ял хуҫалӑх культурине туса илмелле. Анчах хуҫа ҫӗрпе усӑ курмасть иккен. Сухаламан, вӑхӑтра ҫулса тирпейлемен ҫӗр часах хытхура тата йывӑҫ-тӗм хунавӗ айне пулать.

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ҫӗр хуҫине Россельхознадзор управленийӗ ҫӗре тивӗҫлипе уса курмалли пирки асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Ҫӗре кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелле пулнӑ. Анчах унӑн хуҫи каланине итлемен.

Халӗ ку ӗҫе суд пӑхса тухнӑ та ҫӗр хуҫине штрафлама йышӑннӑ.

 

Хулара
max.ru/channel_chuvashia_21 сӑнӳкерчӗкӗ
max.ru/channel_chuvashia_21 сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхне ҫитрӗмӗр те ҫанталӑк майӗпен кӗр енне кӑна мар, хӗл енне те сулӑнни сисӗнет. Турех палӑртар: юпа уйӑхӗ ылтӑн кӗркуннепе ҫеҫ мар, коммуналлӑ пулӑшу хакӗ ӳссе кайнипе те асра юлӗ.

МАХри «Первый чувашский» канал тарифсене тишкернӗ те, Шупашкарта, ав, хак 35 процента яхӑн ӳссе кайнине асӑрханӑ. Маларах ҫынсем хак 60 процент ӳснӗ тесе каланине республика Элтеперӗ фейк (акӑлчан чӗлхинчен чӑвашла куҫарсан ку сӑмах суя тенине пӗлтерет) тесе каланӑ-мӗн-ха. 60 процентах мар пулин те 35 процент ӳсни вара, мӗн тесен те, аван сисӗнет. Кирек кам та тӑкака хӑйӗн тупӑшӗпе танлаштарса пӑхать. Хыснара ӗҫлекенсен шалӑвӗ ҫак уйӑхра 7 процент ӳсет тесе хыпарларӗҫ пулин те вӑл тытӑмра тӑрӑшакансен те пурин те апла ӳсмест. Сӑмахран, тухтӑрсен ӳсет, больницӑри администратор таврашсен ҫук. Социаллӑ службӑра та ҫавӑн пекех: социаллӑ ӗҫченсен ӳсет, специалистсен ҫук.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинче ачапа ҫыхӑннӑ тепӗр пӑтӑрмах пулнӑ. 5 ҫулти арҫын ача самокатпа ярӑнса кӑнтӑр-анӑҫ районӗнчен Президент бульварне пӗчченех ҫитнӗ.

Самокатне йӑтса вӑл ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫак ачана курсан пӗр водитель чарӑннӑ. Хайхи арҫын унпа калаҫма хӑтланнӑ, анчах лешӗ хӑйӗн пирки нимӗн те калайман. Вӑл полицейскисене чӗннӗ. Вырӑна ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Вӗсем ҫийӗнчех ача кӑнтӑр-анӑҫ районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьерен пулнине палӑртнӑ.

Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл ывӑлӗ ҫухалнине сиснӗ, анчах сехӗрленсе ӳкмен, ӑна хӑй тӗллӗн шырама пуҫланӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть 4 ҫулти арҫын ача амашӗ лавккана кӗрсен самокатпа Чапаев скверӗнчен «Ача-пӑча тӗнчи» чарӑнӑва ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/mvd21
 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Ефим Никитин пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакле кӑтартнӑ.

«Хуняма» спектакле куракансем патне юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫитернӗ. Ӑна теартӑн пӗчӗк залӗнче лартнӑ.

Спектакль сюжетӗнче Трофимпа Серафима ҫемйи иккен. Ҫамрӑк мӑшӑр кӗҫех ҫӗн кайӑк килессе кӗтсе пурӑнать. Анчах вӗсен ҫемйине аслӑ ӑрурисем хушша-хуппа кӗреҫҫӗ иккен. Мӗн тӑвас тетӗн, кашни ӑрӑвӑн хӑйӗн тӗнче курӑмӗ. Ывӑлӗ апат пӗҫеррнине курсан унӑн ашшӗ тӗлӗнсех каять. Ун шучӗпе, ку вӑл арҫын ӗҫӗ мар. Хӗрӗн амӑшӗ вара кине юратсах каймасть, уншӑн вӑл ҫӑмӑлттай хӗрарӑм пек туйӑнать.

Юрӗ, содержани каласа кӑтартса ҫитет пулӗ. Спектакле театра кайса курсан туллин хаклама пулать. Анчах кашни ӑна хӑйне май хаклӗ.

 

Культура
Чӑваш пукане театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш пукане театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш ЕНри Пукане театрӗ Курган хулинче спектакль кӑтартнӑ.

Асӑннӑ хулара юпа уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче Пукане театрӗсен «Мечта о полёте. Диалог об искусстве» пӗтӗм тӗнчери V фестивалӗ иртет. Ӑна Курганти «Гулливер» пукане театрне уҫнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Фестивале пилӗк ҫӗршыври 20 ытла коллектив пырса ҫитнӗ. Вӗсем Раҫҫейрен, Китайран, Перуран, Беларуҫран тата Казахстанран. Проекта пурнӑҫа кӗртме Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗ, Курган облаҫӗн Правительствипе облаҫӑн Культура управленийӗ пулӑшать иккен.

Чӑваш пукане театрӗ фестивале икӗ спектакль илсе кайнӑ. Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче коллектив Антоний Погорельский повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Чёрная курица, или Подземные жители» (12+) ӗҫе Курганти филармони сцени ҫинче кӑтартнӑ. Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Гулливер» пукане театрӗнче Уильям Шекспир пьеси тӑрӑх лартнӑ «Король Лир» (16+) ӗҫе кӑтартнӑ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан Марина Александрова «Хочу на ТНТ» шоура ӗҫтешӗсене халалланӑ юрра шӑрантарнӑ.

Вӑл ӗҫ сыхлавӗн специалистӗнче 20 ҫул ытла ӗнтӗ ӗҫлет. Ӗҫтешӗсен ячӗпе вӑл юрӑ ҫырнӑ та проекта хутшӑннӑ. Ӑна шоура юрлама пуҫласан жюри чи малтанах ҫухалса кайнӑ. Анчах кайран Сергей Орлов комик ҫак номер ку таранччен чи лайӑххи пулнине палӑртнӑ. Ольга Бузова та юрӑ килӗшнине пӗлтернӗ. Тепӗр жюри пайташӗ Марина Кравец вара пирӗн ентеше хӑй ертсе пыракан «Конфетка» шоуна хутшӑнма чӗннӗ. «Чӑн-чан анрашу пек янӑрать», — тенӗ Сергей Светлаков, анчах ыттисем «ӑхӑ» тенине хирӗҫ каяйман.

Халӗ Марина проектӑн тепӗр тапхӑрне хатӗрленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31674
 

Персона
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Раиса Сарпин юбилей каҫӗ иртӗ.

«Сарпи туссене пуҫтарать» мероприятие сӑвӑҫ 75 ҫул тултарнине халалланӑ. Юбилей каҫне Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче пуҫтарӑнӗҫ.

Музыкӑпа поэзи каҫне ӑслӑлӑх, культура, ӳнер ӗҫченӗсем пухӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне — ентешӗсем, калем ӑстисем. Тата тӑлмачсем, музыкӑпа театр ӳнерӗн ӑстисем, журналистсем. Хамӑр патран ҫеҫ мар, Мари Элтан, Пушкӑртстанран, Дагестанран, Тутарстанран, Коми Республикинчен, Мускавпа Питӗртен килсе ҫитӗҫ.

Раиса Сарпи пултарулӑхӗ чӑннипех те тӗрлӗ енлӗ. Вӑл поэтпа прозаик та, драматургпа тӑлмачӑ та. Тата мӗн чухлӗ преми лауреачӗ-ши вӑл! 60-а яхӑн кӗнеке авторӗ 400 ытла юрӑ валли сӑвӑ тата 10 ытла пьеса ҫырнӑ.

Мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 4272
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй-хал саппасӗ нумай, анчах ӑна ҫӑмӑллӑнах вак-тӗвекленсе пӗтерме пулать. Эрне варринче тавлашусем тухма пултарӗҫ — эсир тӗрӗссине ҫине тӑрса ӗнентермесен те, хӑвӑрӑн позицие лӑпкӑ палӑртӑр.

Юпа, 11

1892
134
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ.
1896
130
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
84
Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1954
72
Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...