Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинче ачапа ҫыхӑннӑ тепӗр пӑтӑрмах пулнӑ. 5 ҫулти арҫын ача самокатпа ярӑнса кӑнтӑр-анӑҫ районӗнчен Президент бульварне пӗчченех ҫитнӗ.

Самокатне йӑтса вӑл ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫак ачана курсан пӗр водитель чарӑннӑ. Хайхи арҫын унпа калаҫма хӑтланнӑ, анчах лешӗ хӑйӗн пирки нимӗн те калайман. Вӑл полицейскисене чӗннӗ. Вырӑна ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Вӗсем ҫийӗнчех ача кӑнтӑр-анӑҫ районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьерен пулнине палӑртнӑ.

Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл ывӑлӗ ҫухалнине сиснӗ, анчах сехӗрленсе ӳкмен, ӑна хӑй тӗллӗн шырама пуҫланӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть 4 ҫулти арҫын ача амашӗ лавккана кӗрсен самокатпа Чапаев скверӗнчен «Ача-пӑча тӗнчи» чарӑнӑва ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/mvd21
 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Ефим Никитин пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакле кӑтартнӑ.

«Хуняма» спектакле куракансем патне юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫитернӗ. Ӑна теартӑн пӗчӗк залӗнче лартнӑ.

Спектакль сюжетӗнче Трофимпа Серафима ҫемйи иккен. Ҫамрӑк мӑшӑр кӗҫех ҫӗн кайӑк килессе кӗтсе пурӑнать. Анчах вӗсен ҫемйине аслӑ ӑрурисем хушша-хуппа кӗреҫҫӗ иккен. Мӗн тӑвас тетӗн, кашни ӑрӑвӑн хӑйӗн тӗнче курӑмӗ. Ывӑлӗ апат пӗҫеррнине курсан унӑн ашшӗ тӗлӗнсех каять. Ун шучӗпе, ку вӑл арҫын ӗҫӗ мар. Хӗрӗн амӑшӗ вара кине юратсах каймасть, уншӑн вӑл ҫӑмӑлттай хӗрарӑм пек туйӑнать.

Юрӗ, содержани каласа кӑтартса ҫитет пулӗ. Спектакле театра кайса курсан туллин хаклама пулать. Анчах кашни ӑна хӑйне май хаклӗ.

 

Культура
Чӑваш пукане театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш пукане театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш ЕНри Пукане театрӗ Курган хулинче спектакль кӑтартнӑ.

Асӑннӑ хулара юпа уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче Пукане театрӗсен «Мечта о полёте. Диалог об искусстве» пӗтӗм тӗнчери V фестивалӗ иртет. Ӑна Курганти «Гулливер» пукане театрне уҫнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Фестивале пилӗк ҫӗршыври 20 ытла коллектив пырса ҫитнӗ. Вӗсем Раҫҫейрен, Китайран, Перуран, Беларуҫран тата Казахстанран. Проекта пурнӑҫа кӗртме Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗ, Курган облаҫӗн Правительствипе облаҫӑн Культура управленийӗ пулӑшать иккен.

Чӑваш пукане театрӗ фестивале икӗ спектакль илсе кайнӑ. Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче коллектив Антоний Погорельский повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Чёрная курица, или Подземные жители» (12+) ӗҫе Курганти филармони сцени ҫинче кӑтартнӑ. Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Гулливер» пукане театрӗнче Уильям Шекспир пьеси тӑрӑх лартнӑ «Король Лир» (16+) ӗҫе кӑтартнӑ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан Марина Александрова «Хочу на ТНТ» шоура ӗҫтешӗсене халалланӑ юрра шӑрантарнӑ.

Вӑл ӗҫ сыхлавӗн специалистӗнче 20 ҫул ытла ӗнтӗ ӗҫлет. Ӗҫтешӗсен ячӗпе вӑл юрӑ ҫырнӑ та проекта хутшӑннӑ. Ӑна шоура юрлама пуҫласан жюри чи малтанах ҫухалса кайнӑ. Анчах кайран Сергей Орлов комик ҫак номер ку таранччен чи лайӑххи пулнине палӑртнӑ. Ольга Бузова та юрӑ килӗшнине пӗлтернӗ. Тепӗр жюри пайташӗ Марина Кравец вара пирӗн ентеше хӑй ертсе пыракан «Конфетка» шоуна хутшӑнма чӗннӗ. «Чӑн-чан анрашу пек янӑрать», — тенӗ Сергей Светлаков, анчах ыттисем «ӑхӑ» тенине хирӗҫ каяйман.

Халӗ Марина проектӑн тепӗр тапхӑрне хатӗрленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31674
 

Персона
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Раиса Сарпин юбилей каҫӗ иртӗ.

«Сарпи туссене пуҫтарать» мероприятие сӑвӑҫ 75 ҫул тултарнине халалланӑ. Юбилей каҫне Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче пуҫтарӑнӗҫ.

Музыкӑпа поэзи каҫне ӑслӑлӑх, культура, ӳнер ӗҫченӗсем пухӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне — ентешӗсем, калем ӑстисем. Тата тӑлмачсем, музыкӑпа театр ӳнерӗн ӑстисем, журналистсем. Хамӑр патран ҫеҫ мар, Мари Элтан, Пушкӑртстанран, Дагестанран, Тутарстанран, Коми Республикинчен, Мускавпа Питӗртен килсе ҫитӗҫ.

Раиса Сарпи пултарулӑхӗ чӑннипех те тӗрлӗ енлӗ. Вӑл поэтпа прозаик та, драматургпа тӑлмачӑ та. Тата мӗн чухлӗ преми лауреачӗ-ши вӑл! 60-а яхӑн кӗнеке авторӗ 400 ытла юрӑ валли сӑвӑ тата 10 ытла пьеса ҫырнӑ.

Мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ климат норминчен 2,3 градус сивӗрех пулнӑ. Кӗҫӗр округсенче тӑм ӳкнӗ. Канаш хулинче ирхине 3 градус сивӗ пулнӑ, Пӑрачкавра - 4 градус сивӗ.

Кӗҫӗр те республикӑн ҫурсӗр-тухӑҫ енчи округсенче тӑм ӳкме пултарать. Ыран Чӑваш Республикин кӑнтӑр-анӑҫ пайӗнче ҫумӑр ҫукалӗ. Шупашкарта пӗлӗтлӗ пулӗ, термометр 10-12 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫил те кӑштах лӑпланӗ.

Ытларикун ҫӗрле ӑшӑ фрончӗ иртсе кайӗ, чылай округра ҫумӑр ҫӑвӗ. Юнкун уяртӗ, ӑшӑ пулӗ. Кӗҫнерникун ҫил лӑпланӗ, уяр пулӗ. Эрнекун та типӗ те уяр тӑрӗ. Шӑматкун сывлӑш 15-20 градус таран ӑшӑнма пултарӗ. Анчах каллех ҫил вӑйланӗ. Вырсарникун вара ҫумӑр ҫӑвӗ, 12-14 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫумӑрлӑ пулӗ, термометр 5-10 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

 

Раҫҫейре

Мухтанма пултаратпӑр: Чӑваш Республики – экологи тӗлӗшӗнчен таса регион. Пирӗн республика Наци экологи танлаштарӑмӗнче чи лайӑх ултӑ регион йышне кӗнӗ. Танлаштарӑма Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс патруль» общество организацийӗ йӗркелет. Регионсене хакланӑ чухне сывлӑш тата шыв пахалӑхне, каяшсене илсе тухнине, тавралӑха ешӗллетнине, экологи ыйтӑвӗсене татса панине хакланӑ.

Малти пилӗк вырӑна Кабарда-Балкар, Алтай республикисем, Мускав хули, Мурманск тата Тамбов облаҫӗсем лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/channel_chuvinform
 

Хулара
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Шупашкар хулинчи полицейскисем ҫухалса кайнӑ 4 ҫулти ачана тупнӑ.

Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ. Амӑшӗ самокатпа ярӑнакан 4 ҫулти ывӑлне Чапаев скверӗ ҫывӑхӗнче хӑварса лавккана кӗнӗ. Унтан тухнӑ та – ача ҫук. Ӑна хӑй тӗллӗн шыраса тупма хӑтланнӑ – усси пулман.

Телее, хӗрарӑм ҫывӑхра Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем тӑнине асӑрханӑ та вӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Полицейскисем нарядсене кун пирки пӗлтернӗ. Кӗҫех арҫын ачана «Ача-пӑча тӗнчи» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ патӗнче тупнӑ.

Ачан ашшӗ полицейскисене пулӑшнӑшӑн чунран тав тунӑ.

 

Республикӑра
lenta.ru сайтри сӑн
lenta.ru сайтри сӑн

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче Украинӑран вӗҫсе килнӗ 12 БПЛАна ҫапса антарнӑ. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ Раҫҫей Хӳтӗлев министерстви тата регион влаҫӗсем.

Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Хӳтӗлев министерстви пирӗн регионта 2 БПЛА ҫапса антарнине пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар хулине нумай беспилотник тапӑннӑччӗ. Ун чухне миҫе ҫапса антарнине хыпарламан. Кун хыҫҫӑн утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тата 29-мӗшӗнче БПЛАсене тӗп тунӑ. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче регион влаҫӗ 2 беспилотнике пенине хыпарланӑ. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каллех БПЛАсене пенӗ – миҫине пӗлтермен. Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче регион влаҫӗ пирӗн патра 2 беспилотнике тӗп тунине хыпарланӑ.

Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енре «БАРС» отряд ӗҫлет. Вӗсем республикӑри пӗлтерӗшлӗ объектсемпе предприятисене беспилотниксенчен сыхлаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкар округӗнчи Ишек ялӗ патӗнче хӗрарӑм вилнӗ: ӑна икӗ машина ҫапса кайнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, каҫхи 6 сехетре хӗрарӑм «зебра» тӑрӑх каҫма тӑнӑ. Ҫавӑн чухне ӑна «Киа Спортейдж» машина, Ҫӗмӗрле хули енчен Шупашкар еннелле каяканскер, сулахай тӗкӗрпе лекнӗ. Руль умӗнче 1970 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм ҫул ҫине ӳкнӗ те «Лада Приора» айне лекнӗ. Унта руль умӗнче 2001 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пулнӑ.

Хӗрарӑм йывӑр сурансене пула васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ. Вӑл кам иккенне тӳрех палӑртайман, вӑл 65-70 ҫулсенчи пек курӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 4276
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 14

1933
93
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫуралнӑ.
1971
55
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...