Чӑваш Енри икӗ объект Раҫҫейри агротоуризм атласне кӗнӗ. Вӗсем – Улатӑр округӗнчи «Зеленая долина» кану бази тата Канаш округӗнчи «Мелилотус» кооператив.
Атласа РФ Ял хуҫалӑх министерстви хатӗрленӗ. Унта 100 ытла объект кӗнӗ. Чылайӑшӗ «Агротуризм» грантпа хута янӑскерсем. Сӑмах май, вӑл 2022 ҫултанпа ӗҫлет.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре 7 ял хуҫалӑх производителӗ хӑнасене ялта йышӑнмашкӑн инфраструктурӑна аталантарма субсиди илнӗ. Пӗтӗмпе - 59,1 миллион тенкӗлӗх.
Пӑрачкав районӗнче пассажирсене илсе ҫӳрекен перевозчик ҫук. Унчченхи усламҫӑн килӗшӳ срокӗ пӗтнӗ, анчах ӑна вӑл тӑсма килӗшмен.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче район пуҫлӑхӗ ЧР Транспорт министерствинчен пулӑшу ыйтнӑ. Ведомство килӗшӳ тума пултаракан усламҫа тупнине пӗлтернӗ-ха. Анчах халӗ те никам та тупӑнман.
Перевозчик тупас тӗллевпе иккӗмӗш хут аукцион ирттереҫҫӗ. Влаҫ ҫулталӑк вӗҫлениччен 700 пине яхӑн тенкӗ субсиди те сӗнет, анчах Пӑрачкаври пассажирсене турттарма килӗшекен ҫук.
Чӑваш Енре пассажирсене автобуссемпе турттаракансене лизинг тӳлевӗшӗн субсиди парса пулӑшӗҫ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпара ӗненсен, ку пуҫару авторӗ — Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви.
«Таса чунпа ӗҫлекен, социаллӑ яваплӑ енпе тӑрӑшакансене пирӗн пулӑшмалла. Халӑха транспорта тивӗҫтерессин тытӑмне хатӗрленӗ май ӑнланмалла та уҫӑмлӑ, конкуренци аталаннӑ рынок йӗркелемелле», — палӑртса хӑварнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев.
Чӑваш Енре икӗ ҫул ӗнтӗ ӗне усракансене укҫан пулӑшнӑ. Кӑҫал та вӗсене тӗрев пама палӑртнӑ, анчах тӳлеве пурте илеймӗҫ.
Кӑҫал ӗнешӗн паракан субсидие хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен пек регистрациленнисем ҫеҫ илейӗҫ. Унӑн виҫи самаях пысӑк пулӗ: пӗр ӗне пуҫне 7-8 пин тенкӗ. Ӗне туянакансене те тӑкака 100 проценчӗпех саплаштарӗҫ. Анчах ӗнешӗн чӗрӗ укҫапа тӳлемелле мар.
Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен пек регистрациленнисене ҫӗр улми, пахча ҫимӗҫ лартса ӳстернипе, сӗт тата аш-какай туса илнипе ҫыхӑннӑ тӑкаксене те саплаштарӗҫ. Техника туянакансен те тӑкака тавӑрма май пулӗ.
Кӑҫал республикӑра наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗрешме тытӑнӗҫ. Хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ: вӑл вӑйлӑ ӗрчесе кайнӑ, пур ҫӗрте те ӳсет. Вӑл ял хуҫалӑхне сиен кӳрет. Ҫитменнине, ҫынсем те унӑн сӗткенӗпе ӳтне пӗҫертеҫҫӗ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви наркӑмӑшлӑ пултӑрана пӗтермелли программа хатӗрлет. Халӗ субсидисем парас йӗркене пӑхса тухаҫҫӗ.
Наркӑмӑшлӑ пултӑранпа ятарлӑ бригадӑсем кӗрешӗҫ. Вӗсене ятарлӑ хатӗр-хӗтӗрпе, тумпа, химикатсемпе тивӗҫтерӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра 300 гектар ҫӗре наркӑмӑшлӑ пултӑранран тасатмалла.
Республикӑра ӗне усракансене укҫа парасси пирки пӗлтернӗччӗ унччен. Ун чухне каланӑ тӑрӑх, укҫана ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче пама тытӑннӑ, ҫитес вӑхӑтра ӗҫе вӗҫлемелле пулнӑ.
ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Марина Загребаева палӑртнӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне ӗне усракансене 128,4 млн тенкӗ куҫарса панӑ, ку – 41,2 пин ӗнешӗн. Ку – ӗне усракансен 74 проценчӗ.
Программа пуҫланнӑранпа ку субсидие 27600 ытла ҫын илнӗ. Аса илтерер: 1 ӗнешӗн – 2300, ике ӗнешӗн кашни пуҫшӑн – 3300, 3 е ытларах ӗнешӗн кашнин пуҫне 4300 тенкӗ параҫҫӗ.
Шупашкарти икӗ ача пахчи психологипе педагогика, методика, ачаллӑ ҫемьесене консультативлӑ пулӑшу парас енӗпе пурнӑҫламалли мероприятисене хута ямашкӑн субсидие тивӗҫӗ. Укҫа-тенке 7-мӗш тата 203-мӗш ача пахчисене парӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем субсидие «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнсе илнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ ача пахчисене 4,28-шар миллион тенкӗ тивӗҫӗ.
Чӑваш Енри 8 фермера суд айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Хайхискерсем федераци тата республика хыснисенчен суя мелпе субсиди илнӗ.
Суд сакки ҫине Шупашкар хулинчи, Комсомольски, Вӑрмар, Куславкка, Тӑвай тата Етӗрне районӗсенчи ҫынсем ларнӑ. Вӗсенчен 4-шӗ – хресчен-фермер хуҫалӑхӗн (ХФХ) ертӳҫисем, иккӗшӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсен пуҫлӑхӗсем, пӗри ҫак дожноҫра унччен ӗҫленӗ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта ХФХ тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫынпа калаҫса татӑлнӑ та суя документсем хатӗрленӗ. Унта мелиораци хатӗрӗ туяннине кӑтартнӑ, хакне хӑпартса ҫырнӑ. Ҫак документсене вӗсем ЧР Ял хуҫалӑх министерствине субсиди илме тӑратнӑ. Ҫапла майпа вӗсене 128 пинрен пуҫласа 2 миллион тенкӗ таран куҫарса панӑ. Вӗсем федераци тата республика хыснисене 9 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче иккӗшӗ тӑкака (2,9 миллион тенке) саплаштарнӑ. Ыттисенчен ЧР Ял ухҫалӑх министерстви валли 5 миллион ытла тенкӗ шыраса илӗҫ.
Кӑҫал Чӑваш Енре ниҫта та ӗҫлемен 7 ҫынна хӑйӗн усламне уҫма укҫа-тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Кун пирки ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтерет. Кӑҫал субсиди 96 пин тенкӗпе танлашать.
Ҫак программӑпа усӑ курас килет-и? Апла сирӗн официаллӑ майпа ниҫта та ӗҫлемелле мар. Унтан заявлени ҫырмалла та бизнес-плана комиссие пӑхса тухма памалла. Плана ырласан ӑна пурнӑҫлама укҫа уйӑрса парӗҫ. Усламҫӑн ҫак ӗҫпе сахалтан та виҫӗ ҫул ӗҫлемеле, кашни кварталта расхутсен отчетне памалла. Субсидие каялла тавӑрса памалла мар.
Тӗплӗнрех Шупашкарти ӗҫлев центрӗнче (Водопровод урамӗ, 16-мӗш А ҫурт, 201-мӗш пӳлӗм) пӗлме пулать. Хыпар вӗсен сайтӗнче те пур е 58-29-41 номерпе шӑнкӑравласа ыйтмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |