Чӑваш Енри 8 фермера суд айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Хайхискерсем федераци тата республика хыснисенчен суя мелпе субсиди илнӗ.
Суд сакки ҫине Шупашкар хулинчи, Комсомольски, Вӑрмар, Куславкка, Тӑвай тата Етӗрне районӗсенчи ҫынсем ларнӑ. Вӗсенчен 4-шӗ – хресчен-фермер хуҫалӑхӗн (ХФХ) ертӳҫисем, иккӗшӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсен пуҫлӑхӗсем, пӗри ҫак дожноҫра унччен ӗҫленӗ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта ХФХ тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫынпа калаҫса татӑлнӑ та суя документсем хатӗрленӗ. Унта мелиораци хатӗрӗ туяннине кӑтартнӑ, хакне хӑпартса ҫырнӑ. Ҫак документсене вӗсем ЧР Ял хуҫалӑх министерствине субсиди илме тӑратнӑ. Ҫапла майпа вӗсене 128 пинрен пуҫласа 2 миллион тенкӗ таран куҫарса панӑ. Вӗсем федераци тата республика хыснисене 9 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче иккӗшӗ тӑкака (2,9 миллион тенке) саплаштарнӑ. Ыттисенчен ЧР Ял ухҫалӑх министерстви валли 5 миллион ытла тенкӗ шыраса илӗҫ.