Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Йӗпреҫ районӗнчи ватӑсем ретроташӑ каҫне пухӑннӑ. Унта вӗсем совет саманинчи евӗр тумланса пуҫтарӑннӑ, ташӑ каҫӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенчи юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ.

Дискотекӑна пухӑннисем ҫамрӑк чухне юрра-кӗвве пластинкӑсемпе тата катушкӑллӑ магнитофонпа итленине аса илнӗ. Дискотека вӑхӑтӗнче соет саманинчи хитсем: «Песняры» вокалпа инструментсен ансамблӗн, «Самоцветы» ушкӑнӑн, Муслим Магомаевӑн тата ют ҫӗршыври композицисем янӑранӑ. Ара шӑпах ҫав кӗвӗ-ҫемӗпе хӑй вӑхӑтӗнче твист, рок-н-ролл тата лирикӑлла вальс ташланӑ.

«Эпӗ хама ҫак каҫ ҫамрӑк чухнехилле туйса савӑнтӑм», — тесе каланӑ ретроташӑ каҫне хутшӑннӑ Ирина Петрова тава тивӗҫлӗ канури ватӑ.

 

Вӗренӳ
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн профессорӗн Анатолий Лаврентьевӑн кӗнеки ҫӗршывра чи лайӑххи пулса тӑнӑ, вӑл «Ҫулталӑкри учебник» премире ҫӗнтернӗ.

Ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен докторӗн ӗҫӗ «Ферменты и продуктивность молодняка сельскохозяйственных животных и птиц» ятлӑ. Вӑл «Ял хуҫалӑх» номинацире («Монографи» категори) пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

Конкурса Раҫҫейри профессорсен пухӑвӗ РАО-па пӗрле Раҫҫей Вӗренӳ министерстви пулӑшнипе ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫейри вӗренӳ академийӗнче чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-54381767_272160
 

Республикӑра
motosota.ru сайтри сӑн
motosota.ru сайтри сӑн

Лайӑх хыпар: кӗҫӗх Ҫӗнӗ Шупашкартан Куславкка хулине автобус ҫӳреме тытӑнӗ.

Ҫӗнӗ маршрут 515 номерпе пулӗ. Вӑл ыран, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен, ҫӳреме пуҫлӗ.

Маршрут ҫинче пӗтӗмпе 11 автобус пулӗ. Вӗсем кашни 60 минутран ҫӳрӗҫ. Куславккана ҫити билет хакӗ — 277 тенкӗ. Билета укҫапа та , карттӑпа та туянма май пулӗ.

Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Куславкка хушшинче – 93 ҫухрӑм.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/pgnovchik
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Улатӑр хулинче пысӑк пушар пулнӑ: унта Мускав урамӗнчи 3 хутлӑ ҫурт тӑрри ҫуннӑ.

Ҫулӑм тухни пирки эрнекун 22 сехет ҫурӑра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем ҫитиччен 20 ҫын хӑйсем тӗллӗнех ҫуртран урама тухнӑ. 500 тӑваткал метр лаптӑка, ҫурт тӑррине, 15 специалист тата 8 техника сӳнтернӗ.

Пушар мӗне пула тухнӑ-ха? Сӑнав пушар лабораторийӗн эксперчӗсем хальхи вӑхӑтра сӑлтавне палӑртас тӗллевпа ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Культура
Мария Петрова.
Мария Петрова.

Республикӑра «Чӑваш Ен мисӗ – 2026» конкурсӑн финалӗ иртнӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче пулнӑ.

«Чӑваш Ен мисӗ» ята хальхинче 16 ҫулти Мария Петрова тивӗҫнӗ. Вӑл Шупашкарти строительство техникумӗнче вӗренет.

«Шупашкар мисӗ» ята Софья Петрова тивӗҫнӗ. Анастасия Окайкина «Чӑваш Енӗн 1-мӗш вице мисӗ» ята илнӗ. Светлана Гурьянова вара «Чӑваш Енӗн 2-мӗш вице-мисӗ» ята тивӗҫнӗ.

 

Персона

Росгвардин Чӑваш Республикинчи Управленийӗн ӗҫченӗ Александр Максимов аслӑ лейтенант «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» ята тивӗҫнӗ. Кӑкӑр паллине тата удостоверение ӑна Республикӑри юн илекен станцире савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.

Александр Максимов – лицензи-разрешени ӗҫӗн центрӗн офицерӗ. «Донор пулни – кама та пулин пурнӑҫне ҫӑлма шанчӑк пани», - тет Александр. Вӑл 2009 ҫултанпа юн парать. Ҫак таранччен Александр донорсен юнӗн банкне 19 литра яхӑн юн панӑ.

Сӑмах май, Росгвардин регионти Управленийӗ юн памалли акцисене тӑтӑшах ирттерет. Кӑҫал вӗсем акцие ведомство йӗркеленнӗренпе — 10 ҫул, йӗрке хуралӗн ҫарӗсем йӗркеленнӗренпе 215 ҫул ҫитнине халалланӑ.

 

Чӑвашлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Санкт-Петербургра Чӑваш Ен кунӗсем хӑҫан иртессине пӗлтернӗ. Ку пысӑк мероприятие ҫурла уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче ирттерме палӑртнӑ.

ЧР правительствин председателӗ Сергей Артамонов Санкт-Петербургра Чӑваш Ен кунӗсене ирттермешкӗн ӗҫлӗ ушкӑн йӗркелесси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Ун йышне вице-премьерсем, министрсем тата вӗсен ҫумӗсем кӗнӗ.

Уяв Питӗрти Патшалӑх академи капеллинче иртӗ. Унта концертсем, картинӑсен куравӗсем, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑваш апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма та май пулӗ.

 

Персона
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александра Зайцеван ҫуралнӑ кунӗ. Вӑл 65 ҫул тултарать.

Вӑл 1961 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинче (институтӗнче) чӑваш студийӗнче вӗреннӗ. 1983 ҫулта унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппине илнӗ, ҫавӑнтанпа вӑл унта ӗҫлет.

Александра Зайцеван юбилейӗ ячӗпе театрта ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче юбилей каҫӗ пулӗ. Театрӑн пресс-служби «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав каҫ «артист хӑйӗн ҫавра ҫулне Флорид Буляков пьесипе лартнӑ «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» камитпе паллӑ тӑвӗ».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-96482380_13222
 

Культура
Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкул пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкул пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта «Асамат вулавӑсем - 2026» мероприяти иртнӗ. Вӑл Шупашкарти 13-мӗш вӑтам шкулта пулнӑ.

Унта Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен ачасем те хутшӑннӑ. 7-мӗш класра вӗренекен Виктория Козлова тата Ольга Павлова чӑваш чӗлхипе литературин учителӗпе Людмила Кирилловӑпа хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла илемлӗ тумланса кайнӑ. Чӑваш поэчӗпе тӗл пулни ачасемшӗн чӑннипех пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ.

Светлана Васильевна ачасене хӑйӗн пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫырас ӑсталӑхӑн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ. Вӑл хӑйӗн сӑввисене илемлӗ вуланине ачасем ҫӑвара шыв сыпнӑн итлесе ларнӑ.

Светлана Асамат ачасен ыйтӑвӗсене те кӑмӑлтан хуравланӑ. Вӗсем вара тем пирки те ыйтса пӗлме ӑнтӑлнӑ.

 

Культура
«Варкӑш» ушкӑнран илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Варкӑш» ушкӑнран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» клубӗнче «Нарпике ӑраскалӗ» романа сӳтсе явнӑ.

Кӗнеке авторӗ — Валентина Кириллова (литературӑри псевдонимӗ – Тимӗр Алюш Вали). Роман пӗлтӗр Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ.

Романта автор 1900-2023 ҫулсенчи пурнӑҫа ҫутатса панӑ. Кӗнекри тӗп сӑнар – Нарпике. Хӗр туслӑ та нумай ачаллӑ, ҫирӗп ҫӗмьере ҫуралса ӳҫнӗ. Тӑван яла юратаканскер агронома вӗренсе тухать. Анчах ӑна телей курма пӳрет-и-ха?

Сӑмах май каласан, автор пурнӑҫра мӗн пулса иртнине кунсерен дневника ҫырса пырать иккен. Кайран ун тӑрӑх ӑна ҫырма ҫӑмӑл.

Кӗнекене хаклама писательсем, журналистсем, учительсем тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Вӗсем пурте тенӗ пекех романа ырласа та мухтаса каланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-211725618_3360
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ... 4163
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне тухӑҫлӑ пулӗ. Йышӑнусем хӑвӑрт тӑватӑр, кӑткӑс лару-тӑруран та тухатӑр, уйрӑмах — харпӑр пурнӑҫра. Хӑюлӑха, иккӗленӳсӗр ӗҫлеме пӗлнине кӑтартатӑр. Эрне пуҫламӑшӗнче сывлӑха тимлӗх уйӑрмалла, ытлашши ӗҫлемелле мар.

Ҫу, 15

1881
145
Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ.
1890
136
Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1917
109
Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ.
1928
98
Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ.
1988
38
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...