Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи клиникин администраторӗ ултавҫӑсене 100 пин тенкӗ каҫарса панӑ. Вӑл мессенджерта пуҫлӑхӗпе ҫырӑнать тесе ӗненнӗ.
Ӗҫ чатне пуҫлӑхран ҫыру килнӗ, унӑн хӑвӑрт кӑна укҫа тӳлесе ямалли пур-мӗн. Номерӗ те, сӑнӳкерчӗкӗ те пуҫлӑхӑнни пекех пулнӑ. Кайран хайхи «пуҫлӑх» администратора хӑйне ҫырма пуҫланӑ. Вӑл ӑҫа ӗненсе хӑйӗн картти ҫинчен 100 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
«Директор» каллех укҫа куҫарма ыйтсан тин вӑл иккӗленме тытӑннӑ. Ҫапла аккаунт суя пулни, ӑна ултавҫӑсем ҫырни ҫиеле тухнӑ.
