Чӑваш Енри пенсионер ултавҫӑсене 8,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫынпа пулнӑ.
65 ҫулти пенсионер патне вӑл ӗҫленӗ предприятин «хальхи ертӳҫи» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Украинӑна укҫа куҫарман-и тесе тӗрӗсленине пӗлтернӗ. Хайхискер пенсионера хӑратса пӗтернӗ, унӑн тӑванӗсем пирки йӑлтах пӗлнине каланӑ.
Кунпа вӗҫленмен-ха. Кайран арҫын патне «майор» текне ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӗтӗм укҫине «ФСБ курьерне» парса яма хушнӑ.
Ултавҫӑсем арӑмӗн укҫине те куҫарса пама ыйтсан тин пенсионер хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ.