Чӑваш Енре пурӑнакансем ултавҫӑсен аллине час-часах лекеҫҫӗ. Кӑҫал ҫур ҫулта ҫавна пула пирӗн ентешсем укҫа сахал мар ҫухатнӑ: палламан ҫынсене 531 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Йӗрке хуралҫисем ултавҫӑсен чи анлӑ сарӑлнӑ схемӑсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Палламан ҫынсем ытларах чухне шӑнкӑравласа хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштараҫҫӗ, укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ыйтаҫҫӗ. Тепӗр схема – инвестицисем хывса тупӑш илме, суя сайтсенче тавар туянма сӗнеҫҫӗ.
Йӗрке хуралҫисем ҫирӗппӗнех асӑрхаттараҫҫӗ: харпӑр даннӑйсене ют ҫынна пӗлтермелле мар. Смспа килнӗ кода та вӑрттӑнлӑхра тытмалла.