Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарти аэропорта каллех хупса хунӑ. Вӑхӑтлӑха.

Хулара пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тата ракета хӑрушлӑхӗ пуртан сирена янӑранине эпир кӑшт маларах хыпарласа ӗлкӗрнӗччӗ. Ҫавна май самолётсем те вӗҫме чарӑннӑ. Ку вӑл — хӑрушсӑрлӑх правилине пӑхӑнас тӗллевпе тунӑ йышӑну.

Росавиаци пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак самантра Тамбоври, Пензӑри, Сарӑтури, Самарти, Чӗмпӗрти аэропортсене хупса хунӑ.

Сӑмах май каласан, паян ирпе, ҫичӗ сехет хыҫҫӑн, сирена Ҫӗнӗ Шупашкарта та янӑранӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
max.ru/Radar_Cheboksary сӑнӳкерчӗкӗ
max.ru/Radar_Cheboksary сӑнӳкерчӗкӗ

Паян ирхине Шупашкарта каллех сиренӑсем янӑраса кайнӑ. Шкулсемпе ача пахчисене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттереҫҫӗ. Пӗрремӗш сменӑна пынӑ ачасене каялла киле яраҫҫӗ иккен. Иккӗмӗш сменӑра вӗренекенсен шкула каймаллипе каймалла марри кун каҫипе лару-тӑру епле пулнинчен килӗ.

Ывӑл-хӗрне ача пахчине яракан ашшӗ-амӑшне тӗпренчӗкӗсене килте хӑварма сӗннӗ.

Сӑмах май каласан, иртнинче Шупашкарта пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем ватса пӗтернӗ ҫуртсене малалла юсаҫҫӗ.

 

Персона
culture.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
culture.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, Никита Бичурин, ҫуралнӑранпа килес ҫул 250 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май республикӑра ку пулӑма анлӑн палӑртасшӑн. 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнче республика Элтеперӗ ятарлӑ Хушу та кӑларначчӗ. Халӗ вара йӗркелӳ комитетне палӑртнӑ. Йыша тӗрлӗ министерствӑри тӳре-шарана, аслӑ шкулсен ректорӗсене, Сӗнтӗрвӑррипе Шупашкар тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене¸Чӑваш Енпе Шупашкар митрополитне тата ытти ҫынна кӗртнӗ.

Никита Бичурин (Иакинф) 1777 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1953 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Питӗрте пытарнӑ.

Раҫҫейри паллӑ синолог тата монголовед Хусанти тӗн академийӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1800 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче манах пулса тӑнӑ. 1808-1821 ҫулсенче Китайри Пекин хулинче Вырӑс тӗн миссийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Китай чӗлхине лайӑх пӗлнӗ, китай чӗлхипе ҫырнӑ истори, географи, лингвистика, этика, философи, юриспруденци, астрономи, медицина тата ял хуҫалӑх трактачӗсене вырӑсла куҫарнӑ.

 

Политика

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председательне Сергей Артамонова II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Наградӑна ӑна ӗҫре ӑнӑҫусем ҫӗнсе илнӗшӗн тата чылай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн панӑ тесе палӑртнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Сергей Артамонова «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарьне суйланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_504804
 

Спорт

Чӑваш Ен спортсменӗсем Сарӑту облаҫӗнче иртнӗ Samba Trail Team ӑмӑртуран ылтӑн медальсемпе таврӑннӑ. Тупӑшу икӗ кун иртнӗ. Спортсменсен тӗрлӗ вӑрӑмӑш дистанцие парӑнтарма тивнӗ: 19, 33 тата 60 ҫухрӑм. Вӗсем чӑрмавлӑ пулнӑ.

Ӑмӑртӑва 22 регионти 500 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Пирӗн ентешсем унта пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.

Мальвина Петрова 33 тата 19 ҫухрӑмсенче– 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Александр Новиков та 33 тата 19 ҫухрӑмсене чупса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Владимир Нестеров вара 60 ҫухрӑма парӑнтарнӑ та 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_83949
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Йӗпреҫ поселокӗнчи почтальон Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнчи конкурсра хӳтӗлет. Вӑл – Алевтина Кирюкова.

Тӗнче тетелӗнче сасӑлав пуҫланнӑ ӗнтӗ. Эппин, Алевтина Кирюковӑшӑн сасӑлар! Сасӑлав ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пырать. Ҫак каҫӑпа сасӑлама пулать: vk.com/app7198399_-49069650.

Алевтина Кирюкова почтальонра 3 ҫул ытла ӗҫлет. Вӑл хаҫат-журнал валеҫет кӑна мар, ял ҫыннисем патне апат-ҫимӗҫ те илсе ҫитерет, коммуналлӑ тӑкаксемшӗн те тӳлеме пулӑшать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18435
 

Вӗренӳ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Республикӑна лайӑх хыпар ҫитнӗ. Шупашкарти 47-мӗш шкул Раҫҫейри топ-500 шкул йышне кӗнӗ. Вӑл «Чи лайӑх вӗренӳ организацийӗ – 2026» номинацире ҫӗнтернӗ.

Экспертсем шкулсенчи педагогсен ӗҫӗ-хӗлне, ачасем олимпиадӑсене тата конкурссене хутшӑнса ҫитӗнӳсем тунине, вӗренӳ программисен пахалӑхне хакланӑ.

Палӑртса хӑвармалла: конкурсра ҫӗршыври мӗн пур регионти пин-пин шкул хутшӑннӑ. Эппин, топ-500 йыша кӗни питех те сумлӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_29045
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Республикӑра пӗр талӑкра типӗ курӑк ҫуннине пула икӗ пушар тухнӑ.

Вӗсенчен пӗри Шупашкарти «Травянка» сад юлташлӑхӗнче пулнӑ. Юрать-ха, пушарнӑйсем ҫулӑма ҫуртсем ҫине куҫма паман, вӑхӑтра сӳнтернӗ.

Тепӗр тӗслӗхӗ Улатӑр округӗнчи Стемас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Унта типӗ курӑк пӗр гектар лаптӑк ҫинче ҫуннӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнмаллине аса илтереҫҫӗ. Республикӑра халӗ пушара хирӗҫ режим вӑйра. Ҫавна май вӑрман ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть. Уйрӑмах ҫиллӗ ҫанталӑкра асӑрхануллӑ пулмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_18749
 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта амӑшӗпе ачине машина ҫапса кайнӑ. Ку ӗнер 16 сехетре пулса иртнӗ.

Строительсен урамӗнче хӗрарӑм велосипедпа пыракан ачипе ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Вӗсем «зебрӑпа» каҫма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра иномарка вӗсем ҫине пырса кӗнӗ. Амӑшӗпе ачи велосипечӗ-качки ҫул хӗрринелле вӑркӑнса кайнӑ.

Амӑшӗпе ачи хӑйсене мӗнле туйни пирки официаллӑ информаци ҫук.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Етӗрне округӗнче пӗртен-пӗр вӑрҫӑ ветеранне Алексей Темнова Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ.

Алексей Федорович Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ, 17 ҫулта чухне ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине кайма повестка панӑ.

Вӑл Беларуҫе тата Варшавӑна ирӗкрен кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ҫапӑҫусенче пӗрре мар аманнӑ. Ҫӗнтерӗве вара Берлин ҫывӑхӗнче кӗтсе илнӗ.

Алексей Федорович Мухтав, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсене тата тӗрлӗ медале тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Етӗрне районӗнче лаша заводӗнче вӑй хума пуҫланӑ, «Сурские зори» турбазӑна та ертсе пынӑ.

Палӑртса хӑварар: кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче ветеран 100 ҫул тултарӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 4167
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 20

1843
183
Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ.
1889
137
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ.
1895
131
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1952
74
Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...