Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче чӑваш поэзийӗн «Золотой салют колосьев…» антологине хаклама пуҫтарӑнӗҫ. Ку кӗнекене классиксен тата хальхи вӑхӑтри авторсен сӑввисем кӗнӗ. Кӗнеке хӑтлавне Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне (вӑл Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) 15 сехете чӗнеҫҫӗ.
Кӗнекене Симферополь хулинчи И. Гаспринский ячӗллӗ медиацентр кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма хатӗрлессие чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Сементер тата Светлана Асамат, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Гордеева ӗҫленӗ.
Кӗнекене Константин Ивановӑн, Ухсай Яккӑвӗн, Ҫеҫпӗл Мишшин тата Петер Хусанкайӑн хайлавӗсем кӗнӗ. Унсӑр пуҫне Геннадий Айхин, Порфирий Афанасьевӑн, Алексей Воробьевӑн, Георгий Ефимовӑн, Митта Ваҫлейӗн, Стихван Шавлин, Николай Шелепин пултарулӑхӗпе паллашма пулать.
Хальхи вӑхӑтри поэтсенчен Юрий Сементерӑн, Светлана Асаматӑн, Валери Туркайӑн, Раиса Сарпин, Лидия Филиппован, Светлана Гордееван, Марина Карягинан, Валентина Белован, Лариса Петрован, Людмила Исаеван, Лидия Кубашинан, Владимир Мишшанӑн тата ыттисен сӑввисене те пичетленӗ.
Agabazar // 3298.84.5198
2025.11.28 15:53 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.6-мӗш пункт) | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.11.30 02:11 | |
Кун пек кĕнеке кун çути курни питĕ лайăх.
Ăна халăх патне çитерекенсене - пысăк тав! Анчах та, шел пулин те, çак антологире лайăх сăвăсемпе пĕрле питĕ начар хайлавсем те нумай. Хăшпĕр авторсемшĕн мана намăс пулчĕ. Мĕш шутларĕ-ши, шутлать-ши Чăваш Енĕн кун пек "гениĕсем" пирки вырăс, тутар, эрмен... халăхĕсен вулаканĕ. Кĕнеке вулакансен хушшинче ухмахсем çук. Валери ТУРКАЙ. 30.11.25 | |
