Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫеҫпел Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗнче «Салтан патша ҫинчен хунӑ юмах» аудиоспектакль хатӗрленӗ. Ку проекта Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗ пулӑшнипе пурнӑҫланӑ.
Авторӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталья Ахмед. «Салтан патша ҫинчен хунӑ юмаха» Георгий Ефимов куҫарнӑ. Вулаканӗсем — Владимир Григорьев, Наталья Ахмед, Альбина Агеева. Ку аудиоспектакль япӑх куракан ачасем валли. Аудиоверси республикӑри тата чӑваш халӑхӗ пурӑнакан регионсенчи библиотекӑсенче тата шкулсенче пулӗ.
Аудиоспектакль хӑтлавӗ раштавӑн 3-мӗшӗнче, Сусӑрсен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, Республикӑри Л.Н.Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшра пулӗ.
