Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Ҫӑкӑр чӗлли» спектакле сцена ҫине кӑларать. Ӑна Ева Лисинӑн автобиографиллӗ калавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.
Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Спектакль режиссерӗ — Дмитрий Михайлов. Тӗп рольсене Чӑваш халӑх артистки Ирина Архипова, ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Венера Пайгильдина, Алина Зайцева, Яна Кузьмина артисткӑсем выляҫҫӗ.
Премьерӑна ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.
Ева Лисина ҫинчен тӗплӗнрех РУВИКИн чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.