К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ҫимӗк каҫӗ» спектакль кӑтартӗҫ. Премьерӑна ака уйӑхӗнчи репертуара кӗртнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе сцена ҫине ака уйӑхӗн 17 тата 18-мӗшӗсенче кӑларӗҫ.
Театр спектакль пирки анонсланинче ҫапларах ҫырса хунӑ: «Ҫимӗк валли ҫичӗ вӑрман хӗрринчен, ҫичӗ ҫырма тӑрринчен ҫитмӗл ҫичӗ тӗрлӗ курӑк пухмалла…
Чӑвашӑн ҫакӑн пек йӑла пулнине пӗлнӗ-и эсир?
Геннадий Терентьевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫимӗк каҫӗ»музӑкӑллӑ камитре ку тата урӑх чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркисене сӑнласа кӑтартнӑ.
Камитри сюжет Санюкпа Ванюк юратӑвӗ тавра аталанса пырать. Хуларан яла килнӗ бизнесмен Толик Санюка юратса пӑрахать… Ҫапла вара асар-писер самана пуҫланать те унчченхи лӑпкӑ чӑваш ялӗнче. Мӗн пулса иртет-ши ҫимӗк каҫӗнче?»