Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Паян ҫӗрле Канаш округӗнче пулнӑ аварире 27 ҫулти водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Хӑрушӑ авари Вӑтапуҫ ялӗ патӗнче пулнӑ. «Вольво» рулӗ умӗнче ларнӑ водитель руле итлеттереймен – машина кювета чӑмнӑ та ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑран водитель питӗ вӑйлӑ аманнӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ.

Водитель урӑ пулнӑ-и е ҫук-и – Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫакна уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Персона
Леонид Черкесов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Леонид Черкесов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров нумаях пулмасть 60 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӑна, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ май, парламентӑн черетлӗ, 43-мӗш сессийӗнче, саламланӑ. Кун пирки чӑваш парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.

Андрей Юрьевич Адыгей автономи облаҫӗн тӗп хулинче 1966 ҫулти ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Майкоп хулинче ҫуралнӑ. Вӑл – ученӑй-экономист, правовед, историк. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ Чӑваш Енрен. Ашшӗ Шупашкар районӗнчи Паҫпак ялӗнче ҫуралнӑ, амӑшӗ – Советски поселокӗнче.

Андрей Александров, сӑмах май каласан, иртнӗ ҫул уйӑхсерен вӑтамран ҫур миллиона яхӑн тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Тӗрӗсрех каласан, 486 пин тенкӗ.

 

Хулара
«Подслушано в Чувашии» пабликран сӑнӳкерчӗкӗ
«Подслушано в Чувашии» пабликран сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче ачасене курма пулать. «Чарӑнура такама та асӑрхӑн: ваттине те, вӗттине те», – тесе тӗлӗнме ан васкӑр, тархасшӑн. Сӑмахӑмӑр – ачасен сӑнӳкерчӗкӗсем пирки. Вӗсене чарӑнусенче вырнаҫтарса тухнӑ.

«Подслушано в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре итленӗ) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, чарӑнусенче пултаруллӑ шкул ачисен баннерӗсене вырнаҫтарса тухнӑ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсенче ҫӗнтернӗ, чемпионатсемпе турнирсенче палӑрнӑ.

Кун пек социаллӑ проектсене хулара унччен те йӗркеленӗ. Сӑмахран, пӗррехинче салтаксен мӑшӑрӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-135697715_1988
 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар хулинче кивӗ троллейбуссене ҫӳреттерме пӑрахӗҫ. Сӑнӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек ЗиУ-682 модель вырӑнне маршрутсем ҫине ҫӗннисем кӑна, УТТЗ6241 майрккӑллисем, тухӗҫ.

Аса илтерер: республикӑра общество транспортне 2019 ҫулта ҫӗнетме тытӑннӑ. Ку таранччен Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта 229 ҫӗнӗ троллейбуса маршрут ҫине кӑларнӑ.

Палӑртса хӑварар: регионта чи кивӗ троллейбуссенчен пӗри — АКСМ-101 модельлӗ троллейбус. Вӑл хула урамӗсемпе 26 ҫул ҫӳренӗ. Транспорт историйӗнче 001-мӗш номерлӗ троллейбус уйрӑм вырӑн йышӑнать. Вӑл лини ҫинче 1964-1978 ҫулсенче ӗҫленӗ. Вӑл – Шупашкарта троллейбус ҫӳреме тытӑннин символӗ.

 

Культура

Мускавра «Незнайка» фильм ӳкерме тытӑннӑ. Унта пирӗн ентеш те, Владимир Тяптушкин, хутшӑнӗ.

Фильма Николай Носовӑн хайлавӗ тӑрӑх ӳкерӗҫ. Вӑл кинотеатрсенче 2028 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен проката тухӗ. Режиссерӗ – Дмитрий Дьяченко.

Незнайка рольне Леонид Басов вылӗ. Шпунтик рольне вара Владимир Тяптушкина шанса панӑ.

Аса илтерер: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл «Ландыши» тата ытти фильмра ӳкерӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://dzen.ru/a/ahgUaRUdvlFXsHQG
 

Культура
afisha21.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
afisha21.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Етӗрне районӗнчи Совхознӑй поселокра агророк фестиваль иртӗ. Ӑна йӗркелекенни — Етӗрнери сӗт завочӗ. Мероприяти унти лаша заводӗнче иртӗ.

«Виҫӗ ангар — виҫӗ сцена — 8 сехет хушши татти-сыпписӗр рок янӑрӗ». Ҫапларах анонсласа ҫырнӑ ку хыпар пирки.

Программӑра Чӑваш Енри юратнӑ тата паллӑ ушкӑнсем, урӑх регионсенчи музыкантсем, «КОНЕЦ ФИЛЬМА», «ПИЛОТ», «7000$», «КУВАЛДА», «CASUAL», «БАХЫТ-КОМПОТ», «ВОЗДУХ», «БЕZ Б» ушкӑнсем.

Фестиваль программипе rockzerno.ru сайтра тӗплӗнрех паллашма пулать. Концерт 14 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗр кӗртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://afisha21.ru/go/320826
 

Республикӑра

Тунтикун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Атӑл тӑрӑх «Валдайсем» ҫӳреме пуҫлӗҫ. Вӗсем Хусана тата Сӗвене ҫитӗҫ.

Шупашкарти юханшыв порчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Ҫӗнӗ Шупашкарти причалта хӗл каҫнӑ тата юсав тунӑ хыҫҫӑн «Валдайсене» шыв ҫине антарнӑ. Тунтикун вара вӗсем ҫула тухӗҫ.

Хусана кунне икӗ рейс тума палӑртнӑ: 8:00 тата 16:00 сехетсенче. Сӗвене вара ирхи 8 сехетре ҫула тухӗ, каялла – 14:30 сехетре.

Билетсене сутма пуҫланӑ ӗнтӗ. Аслӑ ҫынсем валли 800 тенкӗ тӑрать, 5 ҫултан аслӑрах ачасем валли вара – 400 тенкӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре арҫын ӳсӗрнипе Хулари 1-мӗш клиника пульницине пулӑшу ыйтма пынӑ. Тухтӑрсем КТ тунӑ: унӑн ӳпкинче темӗнле япала курӑннӑ.

Специалистсем лайӑхрах пӑхнӑ та – ҫав япала грануляци тӗртӗмӗпе хупланнине палӑртнӑ. Эппин, вӑл унта тахҫанах лекнӗ.

Малтан тухтӑрсем диагноза тӗрӗс палӑртма биопси илнӗ, кайран видеоэндоскоп пулӑшнипе ҫав япалана кӑларнӑ. Ӳпкере какай шӑмми пулнӑ иккен. Пациент ӑна тахҫан апат ҫине чыхне сывласа илнӗ.

Операци йӗркеллех иртнӗ. Халӗ пациент вӑй пухать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_29384
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енре икӗ ҫамрӑка Раҫҫей ШӖМ пуҫлӑхӗ Владимир Колокольцев чысланӑ.

Шупашкарти 16 ҫулти Матвей Дудкӑна тата 17 ҫулти Артем Иванова видеоҫыхӑну урлӑ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун чысланӑ. Вӗсем ҫынна пулӑшнӑ.

Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче ҫак икӗ каччӑ Сосновкӑра унччен судпа айӑпланнӑ 25 ҫулти арҫын ют хваттере кӗрсе кил хуҫи хӗрарӑмне хӗнесе укҫа ыйтнине асӑрханӑ. Вӗсем нумай шутласа тӑман – газ пӑрӑхӗ тӑрӑх хӑпарса хваттере кӗнӗ те арҫынна полици киличчен алхасма паман.

Палӑртса хӑварар: Артемпа Матвей колледжра вӗренеҫҫӗ, вӗсем спортпа туслӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_273385
 

Культура
afisha21.ru сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
afisha21.ru сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Етӗрнери сӗт завочӗ юбилея хатӗрленет. Ӑна предпряити сумлӑн иртетерсшӗн. Мӗн тесен те пӗчӗк дата мар, предприяти 95 ҫул тултарнине уявлать. Паян вӑл акционерсен уҫӑ обществи шутланать.

Уява сӗт завочӗ Натали юрӑҫа йыхравланӑ. Унсӑр пуҫне те уяв программи кӑсӑклӑ пулмалла: ача-пӑча валли тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртса хунӑ, аттракционсем тӳлевсӗр ӗҫлӗҫ, юмах кӑтартӗҫ, «Наша Корова» (чӑв. Пирӗн ӗне) маркӑпа кӑларакан продукцие тӳлевсӗр астивсе пӑхма май килӗ.

Уявра вырӑнти коллективсен тата чӑваш эстрада юрӑҫӗсен, «Воздух» тата «Малов» ушкӑнсен колнцерчӗсем пулӗҫ. Программа хедлайнерӗ — Натали.

Уяв программи ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 17 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗр ҫитсе курма май килӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://afisha21.ru/go/320932
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 4180
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 03

1929
97
Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1934
92
Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1952
74
Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
2009
17
Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
14
Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...