Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
carsweek.ru сайтри сӑн
carsweek.ru сайтри сӑн

Раштав уйӑхӗнче Шупашкарти 36 ҫулти сварщик Европӑран машина туянма шутланӑ. Анчах машинӑсӑр та, укҫасӑр та тӑрса юлнӑ.

Вӑл тӗнче тетелӗнче реклама тупнӑ та каҫӑ ҫине пуснӑ. Ҫапла «менеджерпа» ҫырӑнма пуҫланӑ – хайхискер машина тупма тата документсене хатӗрлеме пулӑшать-мӗн.

«Менеджер» 1,5 млн тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Арҫын куҫарма тӑрсан банк операцие тӑватӑ хутран кая мар пӑрахӑҫланӑ. Анчах арҫын банк ӗҫченӗсене ҫав палламан ҫын ӑна улталаманнине ӗнентерме пултарнӑ. Ҫапла вӑл 1,5 млн тенкӗсӗр юлнӑ. Ку укҫаран пӗр пайӗ – кредит илнӗскер.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheb_police/5367
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ӗнер ирхине Комсомольски округӗнче Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗ патӗнче 58 ҫулти хӗрарӑм водитель фурӑпа ҫапӑннӑ. Шел те, вилмеллех.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм «Лада Грантӑпа» Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ чухне юраман ҫӗрте хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ та «Даф» фурӑпа ҫапӑннӑ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличченех вилнӗ.

Хӗрарӑм ҫак округранах пулни паллӑ. Унӑн водитель стажӗ — 2016 ҫултанпа. Фура водителӗ ӳсер пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Персона
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Газпром газораспределение Шупашкар» акционерсен обществин Шупашкарти филиалӗн тӗп инженерне Сергей Леонтьева «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята панӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ алӑ пуснӑ.

Сергей Николаевич газ отраслӗнче 20 ытла ҫул ӗҫлет. 2019 ҫултанпа вара вӑл тӗп инженер пулса тӑрӑшать. Чӑваш Ен Элтеперӗн халӑх тетелӗнчи пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Леонтьев хутшӑннипе Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче газ объекчӗсем тӑваҫҫӗ тата пуррисене юсаса ҫӗнетеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/gov_cap_ru?from=groups
 

Чӑвашлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш наци музейӗ йӗркленнӗнпе 105 ҫул ҫитнӗ май акци пуҫарнӑ: унта ҫемье реликвийӗсемпе этнографи япалисене йышӑнаҫҫӗ. Нарӑсӑн 12-мӗшӗччен наци тумне, савӑт-сапа, теттесем, капӑрлӑхсем тата ытти япаласем илсе килме юрать.

Япаласене ӗҫ кунӗсенче 9:00-17:30 сехетсенче ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар, Хӗрлӗ тӳрем, 5/2 ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8 (8352) 62-41-24). Экспонатсене нарӑсӑн 17-мӗшӗнче «Ҫемьепе пӗрле» куравра кӑтартӗҫ.

Япала парнеленӗ кашни ҫынна музей хӑй те парне тӑвӗ: ҫулталӑк тӑршшӗпе ҫӳремелли абонемент парӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_26126
 

Вӗренӳ
edu.lpr-reg.ru сайтри сӑн
edu.lpr-reg.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре «Земство вӗрентекенӗ» программӑна хутшӑнма заявкӑсене йышӑнма пуҫланӑ. Кӑҫал 16 ҫын ялти шкула ӗҫлеме кайса 1 миллион тенкӗ илме пултарӗ.

Программӑна хутшӑнакансен ялта е 50 пин ҫын таран пурӑнакан сала-хулара 5 ҫул ӗҫлемелле. Укҫана вӗренӳ организацийӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех программӑна хутшӑннӑ специалистсене пурӑнмалли кӗтес тара тытнӑшӑн тата коммуналлӑ тӑкаксене тӳленӗшӗн саплаштараҫҫӗ. Ку кӑна мар – оклад ҫумне хушса тӳлеҫҫӗ.

Программӑн условисем пур: вӗрентекенӗн 55 ҫултан кӗҫӗнрех пулмалла. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_16611
 

Культура
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Хальхи вӑхӑтра тӑван чӗлхене тӗпчес тата вӗрентес ӗҫ» ҫавра сӗтел иртӗ.

Ӑна чӑваш чӗлхеҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, чӑваш чӗлхипе вӗрентӳ пособийӗсен авторӗ Ю.М. Виноградов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине тата чӑваш чӗлхеҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, лексиколог тата диалектолог А.В. Кузнецов ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Элӗк районӗнчи «Валинкке» фольклор коллективӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» ята Раҫҫейӗн культура министрӗн хушӑвӗпе ҫӗршыври 52 коллектива пама йышӑннӑ.

«Валинкке» халӑх фольклор коллективӗ 1970 ҫулта кружокран пуҫланса кайнӑ. Фольклор коллективӗ куракансене чӑваш халӑхӗн тӗрлӗ йӑли-йӗркипе (улах, туй, ниме, кӗр сӑри, хӑнара тата ыттине те) паллаштарма ӗлкӗрнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Васкакан вакка сикнӗ тенӗ ваттисем. Канашра пӗр хӗрарӑм маршрутка умне чупса тухнӑ. Инкек вырӑнти налук инспекцийӗнчен инҫех мар вырӑнта, Раздольнӑй урамра, пулса иртнӗ.

Маршрутка «Мечет» чарӑнура чарӑннӑ, микроавтобусран ансан пӗр хӗрарӑм-пассажир ун умне тухса ҫул урлӑ чупса каҫма тӑнӑ.

Ҫав вӑхӑтра ҫулпа «Сандеро» машина пынӑ. Водитель машинӑна хӑӑрт чарма тӑнӑ-ха, анчах хӗрарӑм ҫине пӗрех пырса кӗнӗ.

 

Ҫурт-йӗр
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи тӳре-шара тӑлӑхсене япӑх хваттер туянса панӑ. Район пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки республикӑн прокуратуринче хыпарланӑ.

Тӑлӑхсене Мӑн Сӗнтӗрте хваттер туянса панӑ. Вӗсем санитари тата техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермен. Хыснана 13 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

2022 ҫултанпа Муркаш районне Алексей Матросов ертсе пырать иккен, 2018-2022 ҫулсенче вӑл муниципалитет пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — тӗплӗ юсав пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта мобильлӗ интернет хӑҫан пуласси паллӑ мар. Ӗнер ЧР Цифра министерстви ку ыйтупа брифинг ирттернӗ.

Унта каланӑ тӑрӑх, мобильлӗ интернета ҫынсене хӑрушсӑрлахпа тивӗҫтерес тесе чарнӑ, ҫакна федераци шайӗнче йышӑннӑ: ӑна министерство та, ҫыхӑну операторӗсем те витӗм кӳреймеҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра килти пралук интернечӗ тата Wi-Fi, корпоратив тата правительство сечӗсем, общество вырӑнӗнчи Wi-Fi ӗҫлеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне «шурӑ списокри» сервиссене кӗме пулать. Брифингра каланӑ тарӑх, списока пысӑклатма шантарнӑ. Шупашкарта общество вырӑнӗсенчи Wi-Fi сечӗсене те анлӑлатма планланӑ.

Ку ыйтупа хӗрӳ лини ӗҫлет: 8 (8352) 56-53-32.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1 ... 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, [18], 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, ... 4089
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 05

1921
105
Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Ананьев Николай Ананьевич, хирург-травмотолог, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухрӑрӗ ҫуралнӑ.
1932
94
«Ҫӗнӗ пурнӑҫ» (халӗ «Ҫӗнтерӳшӗн») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...