Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫитес ҫултан коммуналлӑ такаксемшӗн хак палӑрмаллах ӳсет. Шупашкарти депутатсем ҫакна ырласа йышӑннӑ.
Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем черетлӗ мар сессире ЧР Элтеперӗн «коммуналка» хакӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. 24 депутат ҫакна ырланӑ, 9-шӗ хирӗҫ пулнӑ.
Ҫапла майпа 2026 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен Шупашкарта пурӑнакансен пӗтӗмшле хак 31,9 процент ӳсӗ. Ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тӳлев чи нумай ӳсӗ: 52,73 тенкӗрен 139,6 тенке ҫитӗ. Харпӑр ҫуртра пурӑнакансен хальхи пек 73,16 тенкӗ мар, 156,4 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Сивӗ шыв та хакланӗ: 35,42 тенкӗрен 46,38 тенке ҫитӗ.
Ку хисесем хыҫҫӑн газ питех хакланмӗ теме пулать: 8,16 тенкӗ мар, 9,09 тенкӗ пулӗ. Электроэнергишӗн 5,6 тенкӗ тӳлемелле пулӗ (халӗ 4,96 тенкӗ).
